Хитекушкăнь
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
| Гербĕ | Ялавĕ |
|---|---|
| Хитекушкăнь | |
| Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Элĕк районĕ |
| Ял тăрăхĕ | Тавăт ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 175 (2006) |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83535 |
| Почта индексĕ | 429240 |
| Геогр. широти | 55°42′ 45′′ Ç/N |
| Геогр. долготи | 46°38′ 40′′ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | 97 205 873 001 |
Хитекушкăнь, — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхĕнче шутланать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Этимологи
Ял ячĕ Хитек ойконим çумне "ушкăнь" топоформант хушăнса пулнă.
"Пирĕн яла ĕлĕкех Хитек тенĕ. Кунта чи малтан Хитек ятлă çын куçса килнĕ тет. Унăн 3 ывăл пулнă: Йăхти, Йăхатни, Йăрлак." (87 çулхи А. Марков каланине 1946 çулта А. С. Канюкова çырса илнĕ.)
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта 175 (2006) çын пурăнать. Икĕ урам — Çыран хĕрри, Ленин урамĕсем.
[тӳрлет] Иртнĕ ĕмĕрте
1859 çулта Хитекре 33 кил, 78 арçынпа 77 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта — 379 çын, 1926 çулта 86 килте 407 çын пурăннă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă ентешсем
- Андреев Иван Андреевич, - чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Ванин Фёдор Евграфович, - чăваш сăвăçи.
- Иванов Валериан Иванович, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Канюкова Александра Семёновна, - филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Криков Аркадий Максимович — техника ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Марков Анатолий Семенович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Марков Борис Семёнович, - чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Скворцова Матрена Степановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Степанов Михаил Степанович, — Социаллă Ӗç Паттăрĕ.
- Филиппова Дарья Семёновна, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Ен географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |