Хупсукул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хупсукул, — Монголин çурçĕр енче вырнаçнă кӳлĕ. Монголире чи тарăн (262 м.) кӳлĕ шутланать. Шыв калăпăшĕ 381 км³ танлашать. Пурĕ кӳлĕне 96 юханшыв юхса кĕрет. Хупсукултан хăйĕнчен вара Эгийн Гол юханшыв юхса тухать. Кӳлĕ çывăхĕнче фосфорит вырăнĕсене тупнă.

Эгийн Гол юханшывĕ кӳлĕрен юхса тухса Селенга юханшывĕ тăрăх пин çухрăм юхнă хыççăн, 1200 метр аннă хыççăн, Байкал кӳллине юхса кĕрет. Тӳррĕн вара икĕ кӳлĕ хушшинче 200 çухрăм кăна.

Ку кӳлĕ, туристсем кунта сайтра тĕлте çеç тĕл пулаççĕ пулсан та, Монголире туристсен вырăнĕ шутланать.