Хурал пӳрчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хурал пӳрчĕ, — хурал тăмалли çурт.

XVI ĕмĕрте анлă сарăлнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йăларан тухнă. Ял çыннисем хурал пӳртĕнче черетпе хурал тăнă. Яла вут-çулăмран, ют çынран, вăрă-хурахран сыхланă. Хурал пӳрчĕ çумĕнче авал "янракан" хăвăл каскасем, каярахпа чан е янракан тимĕр çакăнса тăнă. Вĕсене пушар вăхăтĕнче çапса сас кăларнă. Тата хурал пӳрчĕ çумĕнче пĕр-пĕрин çине тайăнса тăракан виçĕ ураллă вышкă çĕкленсе тăнă. Çăвăн çинчĕн ял таврашĕ ал тупанĕ çинчи пек курăннă. Хурал пӳртне ваттисем канашлама, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма пуçтарăннă.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.