Хура вĕршĕн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вĕршĕн - (лат. Apus apus) шăнкăрчран пĕчĕкрех, чĕкеç евĕрлĕрех кайăк.

Вĕршĕнсем вĕçеççĕ

Йăвине хăйĕн сурчăкĕпе çыпăçтарса тăвать, çĕр çинче утаймасть. Кил-çурт тарашĕнче, вăрман хĕрринче е уçланкăра пурăнать. Çăмартисем (2) шурă тĕслĕ. Амипе аçи 15-17 кун пусса лараççĕ. Çу уйăх варринче вĕçсе килеççĕ, чĕпписем йăваран тухсанах кăнтăралла, утă уйăхĕнче, вĕçсе каяççĕ, вĕсем хыççăн темиçе кунтан - ыттисем. Чăвашра вĕсем питĕ йышлă, анчах 2 уйăха яхăн çеç пурăнаççĕ.

Вĕршĕн ареалĕ
Apus apus

Хура вĕршĕн 120—180 км/сехет хăвăртлăхпа вĕçме пултарать.

Хура вĕршĕн