Хура курак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хура курак
Хура курак ареалĕ

Хура курак - пысăкăшпе ула курак пекех, анчах унпа танлаштарсан хуп-хура, ват кураксен кăна ватта енне сăмси вĕçĕ шуралать. Ял-хула таврашĕнче пурăнма тăрăшать. Çăмартисем (4-6) симĕс-кăвак тĕслĕ. Йăвисене колонипе вырнаçтараççĕ, пĕр йывăç çинче 30 йăва таран пулма пултараççĕ. Çырласем çине тапăнма пултараççĕ. Кукурузăн çамрăк калчисене тăпăлтараççĕ. Пуш уйăхĕн варринче вĕçсе килет. Каялла пуринчен кайран, чӳк уйăхĕнче каять, Германи тата Франци çĕрĕсем çинче хĕл каçаççĕ. Хăш-пĕр кураксем хĕл каçма юлма та пултараççĕ. Пирĕн тăрăхра чи йышлă кайăксенчен пĕри шутланать.