Хырла (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хырла
Характеристика
Тăршшĕ 91,5 км
Бассейн  лаптăкĕ  1005 км²
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Ясная Поляна
Шыв вăрри Сĕве
Вырнаçни
Патшалăх Шаблон:Ялавлани/ Ялавлани/ялавлани
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.

Хырла (Хырлă), — юханшыв, Сĕвен сулахай юппи. Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнче пуçланать те Шăмăршă районĕн çурçĕр енчи çĕрĕсем тăрăх юхать те Тутарстанра Сĕвене юхса кĕрет. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 91,5 çухрăм, Чăваш Енри — 37,5 çухрăм. Пĕтĕмĕшле бассейн лаптăкĕ 1005 км2, Чăваш Енре — 510 км2.

Шыв кадастрĕнч номер 8010400612112100002508. Чи пысăк юпписем: Мăн Хырлапа (29,2 çухрăм) Кĕçĕн Хырла (17 çухрăм).

Хырла çинче Пăва хули ларать.

Хырла çумĕнчи ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шыв усравĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010 çулхи çурла уйăхĕ.
2010 çулхи çурла уйăхĕ.

Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районĕсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме Хырла çинче 15 млн м3 калăпăшлă шыв усравне тăваççĕ. Вăл Палтиел ялĕнчен 1 км çурçĕрĕлле, Патирек ялĕнчен 3 км турирех вырнаçнă.

Виçисем:  

  • Калăпăшĕ - 15 млн м3 .
  • Шыв лаптакĕ - 4,26 км2.
  • Пĕве – тăпраран купаланă, çиелтен транспортпа çӳреме пулать.
  • Капитальность класĕ – III.
  • Тăршĕ - 1938,0 м.
  • Сарлакăшĕ - 8,0 м.
  • Çӳллĕшĕ – 15 м таран.
  • Шыв юхтармалли – шахтăллă, хупă, пăрăхлă, тĕпĕнчен шывне кăларакан, автоматлă ăçлекен.
  • Шывне кăлараканни хупă, пăрăхлă, насос патне пама май паракан.

Шыв усравне «Институт» Чувашгипроводхоз» ХАУ проекчĕпе тăваççĕ. 2005 çулта ĕçлеме пуçланă.

Шывпухине 2010 çулта тултарма тытăнаççĕ Шывпуххи Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районнĕнчи 84 яла шывпа тивĕçтерекен системăн пуçламăш тапхăрĕ пулса тăрать.

Туризм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ейӳ вăхăтĕнче байдаркăсемпе кайма май пур. Маршрут М.127 - Патирек-Пăва-Сĕве хули. 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]