Цаплина Раиса Ионовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Цаплина Раиса Ионовна
Çуралнă вăхăт: 1920, çурла, 16
Çуралнă вырăн: Саруй ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АО
Вилнĕ вăхăт: 1990, çу, 8
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Ăслăх сфери: тюркологи
Альма-матер: ЧППУ

Цаплина Раиса Ионовна (1920, çурла, 16, Саруй ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 1990, çу, 8, Шупашкар, Чăваш Республики) — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, ăслăхăн аслă ĕçтешĕ.

Чăваш чĕлхин диалектологине тĕпчекенĕ, тăван чĕлхене чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли пулăшу кĕнекин авторĕ. Чăваш чĕлхине пуçламăш шкулта вĕрентмелли фонохрестомати, чăвашла-вырăсла (1961, 1982) сăмахсарсен автăрĕсенчен пĕри[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920 çулхи çурла уйăхĕн 16 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Саруй ялĕнче çуралнă.

Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри педагогика училищинче (1935—1938), Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче (1939—1942) пĕлӳ илнĕ. 1944-1948 çулсенче СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕнче вĕренсе филологи ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ.

ЧНТИре чĕлхе пайĕн ĕçтешĕ, ертӳçи пулса ĕçленĕ (1948-1952), РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен институчĕнче вăй хунă.

Шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе лайăхлатмалли майсене тишкерсе статьясем, икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне вăл Монголири (1957—1959), Германири (1964), Болгарири (1974) аслă шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.

Раиса Цаплина чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕн материалĕсене пухма диалектологи экспедицийĕсене яланах хутшăннă, вĕсене тĕпчесе çырнă ăслăлăх статйисем тĕрлĕ пухăвсемпе журналсенче пичетленсе тухнă.

1990 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Обучение орфографии родного языка в чувашской начальной школе. Ч., 1957;
  • Основные фонетические особенности ишлейского говора//УЗНИИ. Вып.4. Ч., 1952;
  • Особенности некоторых чувашских говоров Татарской АССР и Куйбышевской области // Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 2. Ч., 1963;
  • Оканье в чувашском языке // Родной и русский языки в национальной школе. М., 1962.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]