Цвейба Ахрик Сократович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ахрик Сократович Цвейба — совет тата раççей футболисчĕ, хӳтĕлевçĕ. Спорт ăсти (маçтăрĕ) (1989), СССР, СНГ тата Раççей футбол ушкăнĕн футболисчĕ. Ахрик Цвейба 1966 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Гудаута хулинче çуралнă. 1992 çулта Украинăн футбол тĕп ушкăнĕнче те вылянă. 1990 çулхи тĕнчери тата 1992 çулхи Европа чемпионачĕсене хутшăннă.

Футбол карьери[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1984 çулта Сухумри "Динамо" клубĕшĕн выляма тытăннă.
  • Çав çулах СКА Хабаровск ушкăнне куçнă.
  • 1985-1989 çулсенче "Динамо" Тбилиси спорт чысне хӳтĕленĕ.
  • 1990-1993 çулсенче Ахрик "Динамо" Кийӳ клубĕнче.
  • 1993 çулта — "Камаз".
  • 1994—1996 — "Гамба", Осака.
  • 1997 — "Алания" Владикавказ
  • 1998 — Пудонг
  • 1999—2000 Уралан
  • Вăйă карьерине 2001 çулта Мускаври «Динамо» ушкăнĕнче вĕçленĕ.
  • 2003 çулта Мускаври «Торпедо-Металлург» клуба тренер-селекционер ĕçне куçнă.

Халĕ те ветерансен ăмăртăвĕсене хутшăнать.

Пĕрремĕш тренерĕ — Владимир Астамурович Шамба.

Çĕнтерĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • СССР чемпионĕ: 1990
  • СССР Кубокĕ: 1989/1990

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]