Чăваш наци конгресĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш Наци Конгресĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Чăваш наци конгресĕ
Chuvash National Congress.JPG
Йĕркеленĕ вăхăт 1992 çулхи юпан 6-мĕшĕ
Тĕс Регионсем хушшинчи пĕрлĕх организацийĕ
Ертӳç Николай Угаслов
Официаллă сайт chnk.ru
Чăваш халăх çурчĕ. Шупашкар, Ехрем купса бульварĕ.

Чăваш наци конгресĕ (выр. Чувашский национальный конгресс), — чăваш халăхĕн регионсем хушшинчи пĕрлĕх организацийĕ.

ЧНК йышне наципе культура автономисем, Раççей Федерацинче тата ютçĕр çĕрсенче чăвашсем чăмăртанса пурăнакан регионсенчи пĕрлешӳсемпе ассоциацисем, пĕрлĕх пĕрлешĕвĕсем, патшалăх тата харпăр предприятисен ĕçлев коллективĕсем, ăслăх йĕркеленĕвĕсем, çаплах Чăваш Республикин пайăр çыннисем кĕме пултараççĕ.

ЧНК Раççей субъекчĕсенчи наци-культура пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле ĕçлет.

Атрибутика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш халăх юрри «Алран кайми аки-сухи...» ЧНК гимнĕ шутланать.

ЧНК пичет органĕ — «Чăваш тĕнчи» хаçат.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр: Чăваш наци юхăмĕ.

Чăваш наци конгресне 1992 çулхи юпан 8-9-мĕшĕнче иртнĕ Йĕркеленӳ пухăвĕнче никĕсленĕ. Президент пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Культура, вĕренӳ тата нацисен хушшинчи çыхăнусен комитечĕн председательне Атнер Петрович Хузангай филолог-ăсчаха суйланă.

1992-1993 çулсенче Чăваш наци конгресĕ «Чăваш Республикин чĕлхисем пирки» саккуна, Чăваш Республикин 1993-2000 çулсенче тата каярах пурнăçламалли Патшалăх программине хатĕрлес, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче йышăнас ĕçе хутшăннă.

1992 çулта Чăваш наци конгресĕ Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейине (АТН) кĕнĕ, 1993 çулта - Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацине (ТТНХО), 1994 çулта - Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен ассамблейне (АУХА), 1995 çулта - Раççей халăхĕсен ассамблейне (АНР).

1994-2000 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Конституцине хатĕрлес ĕçе хутшăннă.

1994-1995 çулсенче Чăваш патшалăх кунне (каярахпа – Республика кунĕ) туса хурас ĕçе хутшăннă. Çак куна çĕртмен 24-мĕшĕнче палăртма йышăннă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн 1100 çулне халалласа Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра «Асран кайми» юпа лартнă.

1995 çулта çĕртмен 21-22-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕн иккĕмĕш Аслă Пухăвĕ (II съезчĕ) (иртнĕ.

1992-2002 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче, Голландире, Эстонире, Турцире, Кăркăстанра, Казахстанра, Крымра, Азербайджанра, Кипрта тата ытти çĕрте наци ыйтăвĕсемпе ирттернĕ съездсемпе конференцисене хутшӑннӑ.

1996 ҫултан пуҫласа Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗн ларӑвӗсене республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем патӗнче те (Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче, Чӗмпӗр, Самар тӑрӑхӗсенче) ирттерме пуҫланӑ.

1997-2002 ҫулсенче Мускав хулинче, Чӗмпӗр, Самар, Саратов облаҫӗсенче, Тутарстан Республикинче, Красноярск крайӗнче Чӑваш наци культура автономисене туса хунӑ.

1997 ҫулта Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш президентне А.П. Хусанкая Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацийӗн (ОННН, Эстони) вице-председателӗ пулма суйланӑ.

1997 çулхи юпан 24-25-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕн виççĕмĕш Аслă Пухăвĕ (III съезчĕ) иртнĕ. Геннадий Николаевич Архипова Конгресс президенчĕ пулма суйланă.

1998 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш наци конгресĕ Берлинра (Германи) Чăваш культурин кунĕсене ирттернĕ.

1999-2002 çулсенче Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикин Культура министерстви Шупашкарта чăваш эстрада юррин фестивалĕсене йӗркеленӗ. Каярахпа ун вырӑнне Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗ ирттерме пуҫланӑ.

2000 ҫулхи ҫӗртмен (июлӗн) 21-22-мӗшӗсенче Чăваш наци конгресĕн тӑваттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (IV съезчӗ) пулнӑ.

2001 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн ӗҫ тӑвакан органӗсем Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 10-мӗш ҫурта куҫнӑ.

2002 ҫулта Чăваш наци конгресĕ Красноярск, Пермь, Тюмень облаҫӗсенче тата ытти регионта чăваш пӗрлӗхӗсен конференцийӗсене ирттернӗ ҫӗре хутшӑннӑ.

2002 ҫулхи авӑн (сентябрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн пиллӗкмӗш Аслă Пухăвĕ (V съезчӗ) иртнӗ.

2002 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Мускаври чӑвашсен наци культура автономийӗн II съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

2003 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕнче Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗпе тӗлпулу ирттернӗ.

2003 çулта чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрремӗш конкурсӗ иртнӗ.

2004 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕ Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) III съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

2004 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В. Путин Чӑваш академи драма театрӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисемпе ирттернӗ тĕлпулура тухса калаçнă.

2004 ҫулхи çурла уйăхĕнче ЧНК элчисем финн-укăр халăхĕсен Таллинн (Эстони) хулинче иртнĕ конгресăн ĕçне хутшăннă.

2005 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн улттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (VI съезчӗ) иртнӗ.

2005 ҫултан пуҫласа Муркаш районӗнчи «Кӗрен парӑс» ("Алый парус") кану лагерӗнче Раҫҫейӗн ытти регионӗнче тата урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакан чӑваш ачисем валли ятарлӑ смена йӗркеленӗ.

2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрремӗш конференцине ирттернӗ.

2005 ҫулта Чăваш наци конгресĕ ҫумӗнче «Сывлӑх» клуб уҫӑлнӑ.

2006 ҫулта Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрремӗш съездӗнче чӑваш наци культура аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.

2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра пӗрремӗш хут "Чăваш пики" конкурс иртнӗ.

2006 ҫулхи кӑрлач (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ пухӑнса Конгресс умӗнче тӑракан тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

2007 ҫулта Шупашкарта пӗрремӗш хут «Чăваш тумӗ» уява ирттернӗ.

2007 çулта Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Баварире (Германи) иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн уявне хутшăннă.

2007 ҫулхи утӑ (июнь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раççей халăхĕсен конгресӗн Якутск хулинче ирттернӗ съездне хутшӑннӑ.

2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ 1917 ҫулта Чӗмпӗр хулинче Пӗтӗм чăвашсен пӗрремӗш съезчӗ пухӑннӑранпа 90 ҫул, Чăваш наци конгресне йӗркеленӗренпе 15 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

2009 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн ҫиччӗмӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртнӗ.

2009 ҫултанпа Шупашкарта Чӑваш халӑхӗн чи пысӑк уявӗ Акатуй ирттерме пуҫланӑ.

2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш наци конгресӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.

2013 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн саккăрмĕш Аслӑ Пухăвĕ иртрĕ. Конгреса ертсе пыма Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Федорович Угаслова шанчĕç.

2014 ҫулта Чăваш наци конгресĕ халăх историне, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи кашни район-хулара вырăнти уйрĕмĕсене йĕркелес ĕçе пуçăнчĕ.

Председательсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ЧНК йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Президиум йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

(2013 çулхи юпан 26-мĕшĕнче иртнĕ VIII Аслă пухура суйланă)

  • Угаслов Николай Федорович, ЧНК Президенчĕ
  • Клементьев Валерий Леонидович, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ
  • Ивантаев Петр Васильевич, ЧНК вице-президенчĕ
  • Леонтьев Алексей Петрович, ЧНК вице-президенчĕ
  • Мешков Олег Вадимович, ЧНК вице-президенчĕ
  • Яковлев Константин Геннадьевич, ЧНК вице-президенчĕ
  • Анисимова Юлия Евсеевна, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Бахмисов Эдуард Константинович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Воронова Зинаида Ивановна, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Зорин Юрий Александрович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Иванов Виталий Петрович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Казаков Сергей Дмитриевич, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Капитонов Александр Петрович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Краснов Михаил Николаевич, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Лукиянов Николай Егорович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Михайлов Юрий Павлович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Николаев Станислав Андреевич, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Османова (Краснова) Елена Кирилловна, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Павлов Александр Николаевич, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Трофимов Алексей Александрович, ЧНК президиумĕн пайташĕ
  • Хусанкай Атнер Петрович, ЧНК хисеплĕ президенчĕ
  • Архипов Геннадий Николаевич, ЧНК президиумĕн хисеплĕ пайташĕ

Мăн Канаш йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

’’’2013 çулхи юпан 26-мĕшĕнче иртнĕ VIII Аслă пухура суйланă’’’

Чăваш Республики[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Асамат Светлана Васильевна, сăвăç.
  • Андреева Евдокия Александрова, профессор, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ.
  • Андреев Сергей Васильевич, ЧНК çумĕнчи чăваш çамрăкĕсен «Хастар» пĕрлешĕвĕн ертӳçи
  • Анисимова Юлия Елисеевна, вĕрентӳçĕ, 10 № вăтам шкул, Шупашкар
  • Архипов Геннадий Николаевич, журналист.
  • Бахмисов Эдуард Константинович, тăван ен тĕпчевçи
  • Васильев Владимир Александрович, профессор, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ.
  • Васильев Виталий Петрович, Чăваш наци кĕрешĕвĕ ассоциацин ертӳçи
  • Волков Федор Николаевич, «СОМ» савутăн тĕп директорĕ, Вăрнар паç.
  • Воронова Зинаида Ивановна, Руководитель Ассоциации мастеров ДПИ при ЧНК
  • Вражкин Александр Николаевич, «СВ-пресс» издательство директорĕ
  • Димитриева Нина Ивановна, ЧНК çумĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи
  • Егоров Николай Иванович, профессор, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ.
  • Ерагин Евгений Евстафьевич, мăчавар, Муркаш районĕ
  • Захаров Владимир Геннадьевич, çыравçă
  • Иванов Виталий Петрович, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, ЧПГĂИ
  • Иванов Валерий Николаевич, ООО «Акконд» тĕп директорĕ
  • Ивантаев Петр Васильевич, Чăваш Республикин агропромышленниксен пĕрлешĕвĕн председателĕ, ЧНК вице-президенчĕ
  • Игнатьева Анисия Павловна, 12 № вăтам шкул вĕрентӳçи, Шупашкар
  • Казаков Сергей Дмитриевич, Чăваш Культура министерстви уйрăмĕн пуçлăхĕ
  • Кириллов Михаил Иосифович, пенсионер, Çĕнĕ Шупашкар.
  • Козлова Зинаида Алексеевна, «Уяв» тата «Юрай» ансамблĕсен ертӳçи
  • Клементьев Валерий Леонидович, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ
  • Краснов Михаил Николаевич, Этнограф
  • Кузнецова Людмила Васильевна, профессор, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
  • Леонтьев Алексей Петрович, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ
  • Лукианов Николай Егорович, Юрист.
  • Малышкин Николай Федорович, Елчĕк районĕн администраци уйрăмĕн пуçлăхĕ.
  • Меньшикова Ирина Петровна, Чăваш наци музейĕн директорĕ.
  • Мешков Олег Вадимович, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председатель çумĕ.
  • Никифоров Геронтий Лукиянович, вĕрентӳçĕ, Чăваш наци лицейĕ.
  • Николаев Станислав Андреевич, Чăваш Республикин муниципаллă йĕркелӳсен ĕçтăвакан диреторĕ
  • Николаева Елена Васильевна, Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, директор.
  • Оринов Вячеслав Николаевич, «Орион» студин ертӳçи
  • Павлов Александр Николаевич, Юрист
  • Петрова Татьяна Николаевна, вĕрентӳçи, ял хуçалăх хăнăхтару станцийĕ, Çĕрпӳ районĕ.
  • Петрова Нина Пантелеевна, Муркаш район администраци уйрăмĕн пуçлăхĕ
  • Петрова Светлана Владимировна, Чăваш Республикин Çутĕç тата çамрăксен политики министрĕн çумĕ
  • Печникова Светлана Владимировна, Республикăн халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ
  • Портнов Константин Петрович, журналист.
  • Пчелкин Михаил Михайлович, усламçă.
  • Родионов Виталий Григорьевич, профессор, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ.
  • Сарпи Раиса Васильевна, сăвăç
  • Сапожников Валерий Васильевич, Шупашкарти Н. В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ
  • Станьял Виталий Петрович, тăван ен тĕпчевçи
  • Тимофеев Вячеслав Александрович, Каратэ федерацин президенчĕ
  • Трофимов Алексей Александрович, ӳнер тишкерĕвĕн тухтăрĕ, ЧПГĂИ.
  • Тукмаков Александр Николаевич, А.Г. Николаев СССР вĕçевçĕ-космонавтăн мемориал комплексĕн директорĕ
  • Тяпкин Владимир Геннадьевич, «Сувар» фондăн ертӳçи
  • Угаслов Николай Федорович, УАП «ТУС» тĕп директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
  • Удалова Ирина Витальевна, Бичурин музейĕн директорĕ, Кӳкеç паç.
  • Федотов Василий Артемьевич, профессор, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ
  • Филиппова Лидия Ивановна, «Республика» хаçатăн редакторĕ
  • Христофоров Вячеслав Васильевич, Чăваш халăх артисчĕ, «Янра, юрă!» ансамблĕн пултарулăх ертӳçи.
  • Хусанкай Атнер Петрович, ăсчах, ЧНК хисеплĕ президенчĕ
  • Цыпленков Олег Михайлович, Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн ертӳçи
  • Ядуркин Илья Николаевич, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсен профкомĕн ертӳçи

II. Шупашкарти Чăваш Республикин районĕсемпе хулисен ентешлĕх пуçлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Викторов Олег Николаевич, Елчĕк районĕ
  • Егоров Владимир Евгеньевич, Çĕрпӳ районĕ
  • Зорин Юрий Александрович, Куславка районĕ
  • Иванов Владимир Александрович, Элĕк районĕ
  • Иванов Алексей Васильевич, Тăвай районĕ
  • Капитонов Александр Петрович, Комсомольски районĕ
  • Кипеч Анатолий Ильич, Канаш районĕ
  • Кузнецов Андрей Геннадьевич, Сĕнтĕрвăрри районĕ
  • Нягин Василий Николаевич, Вăрмар районĕ
  • Османова Елена Кирилловна, Хĕрлĕ Чутай районĕ
  • Семенов Владимир Михайлович, Патăрьел районĕ
  • Смирнов Николай Николаевич, Шупашкар районĕ
  • Ухтияров Анатолий Ильич, Шăмаршă районĕ

Раççейри тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура центрĕсен ертÿçисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Абакшина Галина Анатольевна, Перĕм Енри чăвашсен наци культурин автономийĕ «Юрату»
  • Александров Геннадий Алексеевич, Беларуç Республикинчи чăвашсен тĕнчери пĕрлешĕвĕ «Атăл»
  • Архипкин Анатолий Александрович, Пенза облаçĕ
  • Архипов Анатолий Иванович, Тĕмен облаçĕнчи пĕрлĕхлĕх йĕркелĕвĕ «Чăвашсен ассоциацийĕ «Тăван»
  • Большова Светлана Васильевна, Мари Эл Республики
  • Васильев Сергей Иванович, Сарăту облаçĕнчи чăваш наци культурин автономийĕ «Ентеш»
  • Волков Анатолий Иванович, Мускаври чăваш культурин пĕрлĕхлĕхĕ
  • Глухов Алексей Петрович, «Шанчăк», Чăваш наци культурин пĕрлĕхлĕхĕ, Тольятти
  • Григорьев Анатолий Михайлович, Федеральная национально-культурная автономия чувашей России
  • Григорьева Лидия Григорьевна, Чăваш культурин «Нарспи» пĕрлĕхлĕхĕ, Нарва, Эстони
  • Давыдов Николай Витальевич, Самар облаçĕнчи чăваш нацин культури пĕрлешĕвĕсен координаци канашĕ
  • Ефимов Анатолий Петрович, Чулхула регионĕнчи «Чăваш культурин центрĕ» пĕрлĕхлĕ йĕркеленӳ
  • Ефремов Анатолий Николаевич, Тĕмен облаçĕнчи Муравленко хулинчи чăваш наци культурин автономийĕ
  • Живов Владимир Михайлович, Чăваш наци культурин автономийĕ, Санкт-Петербург.
  • Иголкин Анатолий Леонидович, Удмурт Республикинчи «Чăваш наци центрĕ» пĕрлĕхлĕ йĕркеленӳ
  • Лисовая Надежда Ивановна, Чăваш культурин пĕрлĕхлĕхĕ, Кейӳ, Украина.
  • Михайлов Юрий Павлович, Пушкăртстан Республикинчи чăваш культурин пĕрлĕхлĕхĕ
  • Мульдияров Яков Ярушкович, Томск облаçĕн чăваш культурин пĕрлĕхлĕхĕ
  • Мустаев Олег Николаевич, Чĕмпĕр облаçĕ
  • Немцева Ольга Вениаминовна, Региональная общественная организация «Санкт-Петербургское чувашское объединение»
  • Николаев Дмитрий Максимович, Свердловск облаçĕн чăваш наци культурин пĕрлĕхлĕхĕ
  • Попова Екатерина Петровна, Челепи облаçĕ
  • Портнов Владимир Иванович, Пушкăртстан Республики
  • Самарейкин Анатолий Константинович, Тутарстан Республики
  • Сваев Владимир Ильич, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культурин автономийĕ
  • Семенов Петр Ильич, Ăренпур регионĕн чăвашсен наци культурин автономийĕ
  • Сидоров Валерий Александрович, Пушкăртстан Республикин чăвашĕсен Канашĕн (съездăн) Ĕçтăвкомĕ
  • Степанов Егор Георгиевич, Хапар Ен
  • Тимофеев Воладар Аркадьевич, Тутарстан Республики
  • Тимофеева Вероника Васильевна, Иркут облаçĕ
  • Храмов Геннадий Иванович, Красноярск регионĕнчи чăваш наци культурин автономийĕ
  • Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культурин автономийĕ

Ваттисен канашĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ЧНК VI Аслă Пухăвĕнче суйланă Ваттисен Канашĕ

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]