Чăваш чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăвашла çинчен куçарнă)
Чăваш чĕлхи
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Чăваш Республики, Тутарстан, Пушкăрт Республики, Самар облаçĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Сарăту облаçĕ
Официаллă статус: Чăваш Республики
Калаçакансен пур йышĕ: ~1,3 млн.
Статус: ăнăçсăр
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьйи
Тĕрĕк турачĕ
Пăлхар ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (чăваш алфавичĕ)
Чĕлхе кодĕсем
ГОСТ 7.75–97: чув 795
ISO 639-1: cv
ISO 639-2: chv
ISO 639-3: chv
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри, пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи пăлхарпа хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Унăн виçĕ диалект пур: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи.

Тупмалли

[тӳрлет] Чăваш чĕлхин характеристики

Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ , фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе.

[тӳрлет] Чăваш чĕлхин диалекчĕсем

Юлашки çулсенчи тĕпчев ĕçĕсене хисеплесе[1], хальхи чăваш чĕлхинче тăватă диалект палăртнă: у-калакан, о-калакан, касса хăваракан аффикслă, «-ке» диалекчĕ.

  • Чăваш халăхĕн чылайăшĕ у-калакан диалекчĕпе усă курать. Вĕсен йышне анатри тата анат енчи чăвашсем кĕреççĕ.
  • О-калакан диалекчĕпе вирьял е тури чăвашсем калаçаççĕ.
  • Касса хăваракан аффикăслă диалекчĕпе калаçакансем — Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенче пурăнакан чăвашсем.
  • «-Ке» диалекчĕпе Чăваш Енри Элĕк, Муркаш, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсен чăвашĕсем пуплеççĕ.

Чĕлхен çак диалекчĕсем кашни хăй тĕллĕн чылай тапхăр хушши аталанса пынă, çавăнпа та вĕсем халĕ те пĕр-пĕрин çине пусăм-сĕм яраймаççĕ.

Кашни чăваш диалекчĕн авал хăйĕн патшалăхĕ пулнă. Хальхи чăваш халăхĕ авалхи 5-6 патшалăхĕсенче пурăннă теме сăлтавсен никĕсĕсем пур. Каçпиçум сăварĕсем ячĕпе чăвашсен аслă аттисем Атăл çине куçса килнĕ те паянкунхи чăваш тĕнчин никĕсне çирĕплетсе тăраççĕ.

[тӳрлет] Вырăнти калаçусем

  • Сĕнтĕр калаçăвĕ
    • Сĕнтĕр вак калаçăвĕ
    • Пушкăрт вак калаçăвĕ
  • Муркаш-Етĕрне калаçăвĕ
    • Муркаш вак калаçăвĕ
    • Етĕрне вак калаçăвĕ
    • Ишлей вак калаçăвĕ
  • Шупашкар калаçăвĕ
  • Хĕрлĕ Чутай калаçăвĕ
  • Нурăс-Элĕк калаçăвĕ
  • Патăрьел калаçăвĕ
    • Патăрьел вак калаçăвĕ
    • Елчĕк вак калаçăвĕ
  • Первомайски калаçăвĕ
  • Йĕпреç-Тăвай калаçăвĕ
    • Йĕпреç вак калаçăвĕ
    • Тăвай вак калаçăвĕ
  • Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри калаçăвĕ
  • Кĕçĕн Çавал калаçăвĕ
  • Вăрмар калаçăвĕ
  • Пушкарт пуплевĕ

[тӳрлет] Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсем

Чăвашла тухакан хаçат-журнал, радиокăларăмсемпе телепередачăсем Чăваш Енре те, ун тулăшĕнче те тухаççĕ.

[тӳрлет] Усă куракан кодлăхĕсем

Вырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:

Символ HTML Latin 1+A Unicode UTF-8 CP1251(чув.) CP866(чув.)
Ӑӑ Ӑ ӑ Ă ă 4D0 4D1 D3.90 D3.91 8C 9C F2 F3
Ӗӗ Ӗ ӗ Ĕ ĕ 4D6 4D7 D3.96 D3.97 8D 9D F4 F5
Ҫҫ Ҫ ҫ Ç ç 4AA 4AB D2.AA D2.AB 8E 9E F6 F7
Ӳӳ Ӳ ӳ Ÿ ÿ 4F2 4F3 D3.B2 D3.B3 8F 9F F8 F9

Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ.

[тӳрлет] Чăваш чĕлхине тĕпченин историйĕ

Тĕп статья: Чăваш чĕлхине тĕпченин кун-çулĕ.

[тӳрлет] Чĕлхен паянкунхи тăрăмĕ

XX вĕçĕнче — XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакать. Çакăн пек пулса тухнине мĕнпур тĕнчери лару-тăрăва (кашни 10 çул хушшинче тĕнчере информаци шучĕ-пуянлăхĕ икĕ хут ӳсет) пула, çаплах Совет Союзĕ арканнă хыççăн пĕтĕм пурнăç асапа кĕрсе ӳкнипе те ăнлантарма пулать.

ЮНЕСКО евичĕпе, чăваш чĕлхи тĕнчери чĕрĕ халăхсен çухалса пыракан чĕлхесен ушкăнне лекнĕ.

Саккун йĕркипе, Чăваш Енĕн официаллă чĕлхи тесе çирĕплетнĕ пулсан та, республика пуçлăхĕсем вырăс чĕлхипе нумай пуплеççĕ, район пуçлăхĕсем, хуçалăх ертӳçисем, этем пĕрлĕхĕн ĕçтĕшĕсем хут ĕçĕсене майлаштараççĕ. Кулленхи хутшăнусенче те чăваш çынни хальхи саманари пулăмсене ăнлантарма чăваш терминĕсем çуккипе вырăсла пĕлтерĕшсемпе усă курать. Çак вара каллех хальхи тапхăрти чĕлхен пăтăрмахне хăрушлатать[5].

Паянкун чăвашсем хушшинче чăвашла-вырăсла хутăш пупленине тăтăшах илтме пулать, сăмахран: "Эп ĕнер сан патне шăнкăравлаймарăм, уçăлса çуреме чĕнесшĕнччĕ. Халь вара аппа патне хулана каяп " вырăнне

Эпĕ ĕнер сан патне свонит тăвимарăм, кулять тума пригласит тăвасшăнччĕ. Халь вара тётьă патне хулана каяп.

.

[тӳрлет] Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем

Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Мăн Кенна, "Скифы", Çĕрпӳ, 2001
  2. ^ http://chuvash.org/news/1262.html «Сăвар» TV канал уçăлнă
  3. ^ http://suvars.livejournal.com/8249.html «Suvar» TV kanal uşălnă
  4. ^ http://www.youtube.com/user/suvartv
  5. ^ http://www.cv-haval.org/ru/node/54 Эктор Алос-и-Фонт. Чăваш Республикинчи чĕлхе политикин хаклавĕ

[тӳрлет] Вуламалли

  • Сергеев Л. П., Чăваш чĕлхи, Шупашкар, 1994.
  • Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1445-0.

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем