Чăваш Енĕн Етĕрне районĕн гимнĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Етĕрне районĕн гимнĕ:

Ман çĕршывăм - Етĕрне.[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăр çинче выртать илемлĕн
Юмахри пек сарăлса.
Ман çĕршывăм, Етĕрнейĕм,
Юрлар сана мухтаса.
Хушса юрламалли:
Çирĕплен эс, чечеклен,
Ман çĕршывăм - Етĕрне.
Пултаруллă та ĕçчен –
Тивĕç эс мухтав ятне.
Кашласа ларать вăрманĕ,
Улăхсем мĕнле хитре.
Тырри-пулли куç виçеймĕ
Сарă тумлă уй-хирте.
Хушса юрламалли:
Çирĕплен эс, чечеклен,
Ман çĕршывăм - Етĕрне.
Пултаруллă та ĕçчен –
Тивĕç эс мухтав ятне.
Çыннисем пит тараватлă,
Эпир пурте пĕр çмье.
Çĕнелсе çĕклен хăватлă
Савнă çĕр - çĕршыв-анне.
Хушса юрламалли:
Çирĕплен эс, чечеклен,
Ман çĕршывăм - Етĕрне.
Пултаруллă та ĕçчен –
Тивĕç эс мухтав ятне.