Чăваш Ен гимнĕ
Википедири материал
Чăваш Ен гимнěн кěввине Г.Лебедев, сăввине И.Тукташ çырнă.
- Çурхи тĕнче вăраннă чух:
- Хаваслă кун шăраннă чух,
- Чун савăнать: чĕре сикет,
- Çĕршывăм çинчен юрлас килет.
-
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Асран кайми
- Юратнă çĕршыв.
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Мухтав сана,
- Çуралнă çĕршыв!
- Яшсем-херсем вылянă чух,
- Атте-анне ăс панă чух,
- Чун савăнать: чěре сикет,
- Татах та нумай пурнас килет.
-
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Асран кайми
- Юратнă çĕршыв.
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Мухтав сана,
- Çуралнă çĕршыв!
- Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
- Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
- Чун савăнать: чĕре сикет,
- Татах та хастар пулас килет.
-
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Асран кайми
- Юратнă çĕршыв.
- Тăван çĕршыв,
- Тăван çĕршыв,
- Мухтав сана,
- Çуралнă çĕршыв!