Чăваш хĕрарăмĕ (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш хĕрарăмĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Чăваш хĕрарăмĕ (хаçат)
Тĕс Эрнере пĕрре, çырăнмалла
Формат А3
Кăларакан Издатель çурчĕ «Хыпар»
Редактор М. М. Ильина
Никĕсленĕ 1928 чӳк уйăхĕ
Чĕлхе(сем) чăвашла

Чăваш хĕрарăмĕ - Чăваш Республикин хаçачĕ. Чăваш чĕлхипе эрнере пĕрре пичетленсе тухать.

Пĕтĕмĕшле хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăлараканĕ — «Издатель çурчĕ «Хыпар», Шупашкар хули.

Хаçат хĕрарăм ыйтăвĕсене сӳтсе явать, унăн интересĕсене хӳтĕлет.

“Чăваш хĕрарăмне” Чăваш Республикинче кăна мар, ытти нумай пысăк хулара, республикăсемпе облаçсенче, чăвашсем пурăнакан урăх çĕршывсенче те кăмăлласах вулаççĕ.

Почтă адресĕ: 428019, Шупашкар, Иван Яковлев просп.,13,3 хут.

Электронлă почта: hypar@chtts.ru, hypar@cap.ru

Хаçат индексĕ:

  • республикăра 43888;
  • раççейĕн ытти регионĕнче 11515.

Телефонсем:

  • редактор: 20-07-21;
  • корреспондентсем: 21-03-54, 28-85-33.

Тĕп редакторĕ — М. М. Ильина.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа “Ӗç хĕрарăмĕ” журнал 2000 тиражпа тухса тăнă. Вăл ĕç хĕрарăмĕн пурнăçне çутатнисĕр пуçне çĕршыври, чикĕ леш енчи çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнă, паллă çыравçăсен хайлавĕсене пичетленĕ. Журнала тĕрлĕ çулта А. Григорьева, А. Токсина, Е. Ванеркке, Е. Орлова, А. Галкина, М. Чупраков, М. Юрьев, А. Митрофанова редакциленĕ. “Ӗç хĕрарăмĕ”, ЧАССР Министрсен Совечĕн полиграфи управленийĕ пулăшнипе, 1941 çулччен тухса тăнă.

1998 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Чăваш хĕрарăмĕ" уйрăм пичетленме пуçланă. Ӗнтĕ ăна вулакан патне çитерме тăваттăн - Г. Матвеева, В. Смирнова, Сарри Мишши, М. Ильина - тăрăшнă.

2000 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа “Чăваш хĕрарăмне” М. Ильина редакцилеме пуçланă.

2002 çулччен хаçат 8 страницăпа, каярахпа вара 12-пе тухма пуçланă.

Хаçатăн хальхи ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2-мĕш страницăра, акă, çутă сăнарсем, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма пултаракан çынсем пирки çыраççĕ.
  • “Вăхăт таппинче” республикăра пулса иртекен мероприятисем вырăн тупаççĕ. Журналистсем хускатакан чи çивĕч ыйтусем - публицист шухăшĕсем - “Сăмах парăр-ха” рубрикăра çак страницăрах пичетленеççĕ.
  • Тăваттăмĕш страница черетленсе “Яш ĕмĕр”, “Сарă кун çĕршывĕнче”, “Ӗмĕр тикĕс килмест”, “Ял хĕрарăмĕ” ятпа тухать. Ятĕнчен паллă ĕнтĕ: яш-кĕрĕмĕн, ял хĕрарăмĕн, экологи проблематикине çутатать ку страница, тĕлĕнмелле шăпаллă çынсемпе паллаштарать.
  • Чăваш хĕрарăмĕ арçынсăр /е арçын - хĕрарăмсăр/ пурăнма пултарать-и вара? Пурнăç пĕр тĕвĕре иртмелле-çке. Чăваш арçынĕсен ятарлă кăларăмĕ темшĕн вăй илеймерĕ. Çакна шута илсе “Чăваш хĕрарăмĕнче” “Арçынсен страници” кăларма пуçланă. Халĕ упăшкисем хаçата тĕплĕн вуласа тухмасăр та мăшăрĕсене тыттарманнине пĕлтереççĕ вулакансем. Ку страница “Саккун алли вăрăм” ятпа та тухать.
  • “Пĕлни пăсмасть” /тутлă апат-çимĕç кĕтесĕ, усăллă канашсем, пахчаçă, выльăх-чĕрлĕх кĕтесĕ, асанне канашĕсем, сывлăх, çамрăк ашшĕ-амăшне.../, “Эсĕ тата Эпĕ” /юрату/, “Литература” /сăвă-калав, çĕнĕ юрăсем/ страницăсем хаçат содержанине пуянлатаççĕ.
  • “Хĕрарăм тĕнчи” страницăра тĕнче, Раççей историйĕнче йĕр хăварнă çынсем пирки вуласа пĕлме пулать. Республика шайĕнче палăрнисем вара “Пăлхарпи - ачаш хăват” страницăра вырăн тупаççĕ.
  • Редакци йышĕ пысăк мар, анчах пултаруллă та хастар, çавăнпах ĕнтĕ хаçат тусĕсен йышĕ самай пысăк. Ку вара журналистсене малалла татах та лайăхрах ĕçлеме, çивĕч ыйтусем хускатма хистет.
  • 100 çул тултарнă “шур сухалăмăр” “Хыпар” çемйинче “Чăваш хĕрарăмĕн” шăпи хĕрарăмсем валли маларах тухса тăнă ытти кăларăмсеннинчен урăхларах пуласса шанас килет. Ӗмĕрĕ вăрăм пултăр унăн. Çамрăк вăй - журналистсем - килсех тăнине пула содержанийĕ пуянлансах, географийĕ анлăлансах, тиражĕ ӳссех пытăр.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]