Чăрăш (йывăç)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Picea abies

Чăрăш (лат. pix — сăмала[1], е лат. picis - сăмалаллă, сухăрлă йывăç[2]) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕслисем тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çул тăршшипех симĕс тĕслĕ, илемлĕ кронăллă, тăрри 30 м çӳллĕшне çити ӳсет.


Тупмалли

[тӳрлет] Пĕрлехи хыпарсем

Йывăç тымарĕн системи пĕрремĕш 10-15 çулĕсенче туна евĕрлех, каярахпа тăпра çийĕнчи тĕп тымарĕ типет. Вара йывăç вăйлă çил вĕрсен авăнать те, хуçăлать те.

Крона конус е пирамида евĕр.

Турачĕсем аяккала сарăлнă е аялла пĕкĕннĕ. Пĕрремĕш 3-4 çулĕсенче йывăç аяккинелле хунавсем памасть.

Хуппи сăрă тĕслĕ, çинçе сийпе вистенсе пырать.

Вăрă тăкма 10 — 60 çулхи (çак вырăнти çутçанталăк пахийĕнчен килет) чăрăш пултарать.

Вăтамран 250-300 çул (хăш чух 600 çула çити те) таран ӳсет.

Чăрăшлă çеç вăрмансем питĕ тачăллă, тăвăрлă, тĕттĕмлĕ. Чăрăш вăрманĕсенче аял шайĕнче нимĕн те ӳсмест.

[тӳрлет] Тĕсĕсем

Хура чăрăш (Picea mariana)

Кавказра кавказ чăрăшĕ (Picea orientalis) саралнă, унăн çулçисем (йĕпписем)çемçерех, турачĕсем мамăклă.

Раççей çеçенхирĕсенче хăш чух шурă чăрăша (Picea glauca) та çитĕнтереççĕ.

Инçет Хĕвелтухăçра саян чăрăшĕ (Picea jezoensis) анлă саралнă.

Чăрăшăн урăх тĕслисем Китайра, Çĕпĕрте, Америкăра тĕл пулаççĕ.

[тӳрлет] Йывăçпа усă курни

Чăрăшăн йывăçĕ çемçе те çăмăл, çав тери çирĕп мар, унпа вара çурт тунă çĕртре (хăмасем, брусья), вак ĕçсенче, йывăç çăрине тунă чухне усă кураççĕ.

Чăрăш йывăçĕнчен ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсем илĕнтермеллĕ сасăллă, мĕншĕн тесен йывăçлăхĕ пĕр пек тачăллă (çакăн пек йывăçа резонанс йывăçĕ теççĕ). Итали ăстисем, çав шутра Амати, Страдивари, сĕрме купăсĕссене чăрăшран хатĕрленĕ.

Кавказ чăрăшĕн йывăçлăхĕ тачăллă.

[тӳрлет] Вуламалли

  • Флора СССР. т.1, М. — Л., 1934.
  • Деревья и кустарники СССР, т. 1, М. — Л., 1949.
  • Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. Т. 1. М: Т-во научных изданий КМК, Ин-т технологических исследований. 2002. ISBN 8-87317-091-6

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Weber, William A. Colorado Flora: Western Slope. Niwot, Colorado: University Press. 1987.
  2. ^ Taylor, Ronald J. Sections on Picea and Tsuga. Flora of North America Editorial Committee (eds.): Flora of North America North of Mexico, Vol. 2. Oxford University Press. 1993

[тӳрлет] Каçăсем

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем