Чĕмпĕр облаçĕн Чĕмпĕр районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чĕмпĕр районĕЧĕмпĕр облаçĕн çурçĕр енче вырнаçнă. Административлă тĕпĕ — ĕçченсен посёлокĕ Ишеевка. Район çĕр лаптăкĕ — 1874,0 çм², вăл облаç территорин 5 % пулать. Район çĕрĕ витĕр автомобиль тата чукун çулĕсем хывнă.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Районта 58,6 пин çын пурăнать, весенчен хулара — 48 % (28,3 пин çын). Вырăссем 70 % яхăн, чăвашсем —13 %, тутарсем — 11 % ытла, мордвасем — 2 % ытла. 56 пурăну вырăнĕсенчен 25 чылайрах чăвашсем, 13 — тутарсем, 3 — мордвасем йышанаççĕ.

Хуçалăхĕ[тӳрлет]

Районти сиплĕ минерал çăлкуçĕсене Унтăр сали çумĕнче тупнă, çавăнти шывпа сиплев ĕçĕсенче Раççейĕн чаплă сывлăх управĕсенче — Ленин ячĕллĕ тата «Дубки» санаторийĕсенче усă кураççĕ. Унтăр минерал шывне «Волжанка» заводра кĕленчĕлесе кăлараççĕ. Çаплах районта çунакан сланец тата торф управĕсем пур, хăйăрлăхсенче кварц хăйăр тăприне тупса кăлараççĕ. Ял хуçалăхĕсенче тырă-пулă, çĕрулми, сĕт-çу, аш-какай, çăм туса илеççĕ.

Музейсем[тӳрлет]

Ивановка салинче ача çурчĕнче, 19351940 çулсенче Совет Союзĕн Паттăрĕ А. М. Матросов вĕренсе ӳснĕ. Халĕ кунта А. М. Матросовăн мемориаллă музейĕ.

Каçăсем[тӳрлет]