Чĕрĕп

Википедири материал

Ахаль чĕрĕп
Ахаль чĕрĕп вăрманта
Чăмăртаннă чĕрĕп

Чĕрĕп (Erinaceus europaeus) — "сĕте çиекен" чĕрчун. Хурт-кăпшанкă çиĕкĕнсен отрадра чĕрĕп çемьйинче вăрман чĕрĕпсен йăхĕнче виç чĕрĕп тĕс пур:

Амур чĕрĕп (Erinaceus amurensis)

Шура хырăм чĕрĕп (Erinaceus concolor)

Европинчи е ахаль чĕрĕп (Erinaceus europaeus)


Чăваш енре ахаль чĕрĕп анчах пурăнать.


Тупмалли

[тӳрлет] Курăнни

Хурт-кăпшанкă çиĕкĕн чĕрчунсĕнчĕн чи пысăкки. унăн тăршшĕ 27-30 сантимĕтра çитĕт, йыварăшĕ 800 грамран иртмĕ пултарать. Чĕрĕпĕн пуçĕ савăл ĕвĕрлĕ, тути шĕвĕр тĕ пĕчĕк. урисĕм кĕскĕ пулсан та, вăл хăвăрт чупать. Чупнă ĕ утнă чухнĕ çĕр çинчĕ чĕрнисĕмпĕ мар, ура лапписĕмпĕ пусать Хӳри кĕскĕ, тăршшĕ 3 сантимĕтр çĕç. Хăмăр ĕ хура хытă йĕпписĕн вĕçĕсĕм питĕ шĕвĕр тĕ шарă тĕслĕ. çак йĕпсĕм чĕрĕпĕ çăткăн, тискĕр чĕрчунсĕнсĕнчĕн хăтараççĕ. çăмха пĕк чăмăртанса выртнă чĕрĕпĕ унăн тăшманĕсĕм нимĕн тĕ тăвайманнипĕ часах пăрăнса каяççĕ. Чĕрĕпĕн куçĕ начар курăнать Анчах та хăлхи вара питĕ лайăх илтĕт. Хăйĕн тăшманĕсĕнĕ тата тата йĕри-таврара мĕнлĕ чĕрчунсĕм пурринĕ инçĕтрĕх илтсĕ тăрать. Апатнĕ вара питĕ сисĕмлĕ сăмсипĕ шăршласа тупать. çĕр айĕнче выртакан хурт-кăпшанкăсĕнĕ тĕ туять.

[тӳрлет] Пурнăç майĕ

Çулла кăнтăр вăхăтĕнче чĕрĕп вĕтĕ чăтлăхсенче, тункатасемпе çатракасем айĕнче, çăра курак хушшинче пытарса пурăнать. Чĕрĕпĕн камалли ятарласа тунă йăви çук. Вăл çулçăсем е çара çĕр çинчех çăмха евĕр чăмăртанса çывăрать. Каçхине, хĕвел ансан, чĕрĕп апат çырама пуçланать. Апата вăл ытлашши тикесех тăмасть. Хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулакан меньпур хурт-кăпшанка тупса çиеть. Шăшисенм, шапасем, калтасем те чĕрĕпшĕ тутлă апат. Хырăмĕ хытă выçсан, çĕр çинчи вĕçен кайăксен йăвисене тустарать, вĕсен çăмартисемпе чĕпписене çиет. Чĕрĕп наркăмăлă çĕленсенчен те хăрамасть. Хура çĕлене тĕл пулсан, ун патне йăпшăнса пырать. Патнерех пырсан, çĕлен çине сиксех ларать, çурăм шăммисене шăлĕсемпе çыртса татать. Çĕлень темĕнле тăрăшсан та йĕпписем витĕр чĕрĕпе çыртаймасть. Хура çĕлен чĕрĕпе сăмсинчен сăхни те пулкалать. Чĕрĕпĕн сăмси ыратма пуçланать, шыçать, анчах часах тӳрленет. Çамрăк, вăйсăр е чирлĕ чĕрĕпсем çĕлен сăхнипе вилме те пултараççĕ.

[тӳрлет] Ĕрчевĕ

Чĕрĕпсем чĕрчунсене анчах мар, тĕрле улма-çырлана та питĕ юратса çиеççĕ. Çавăнпа та вĕсене час-часах сад пачисенче курма пулать Хăш чухне чĕрĕпсем çакăнтах хĕл каçаççĕ. Çанталак кĕркунне енне кайсан, чĕрĕпсем çуллахенчен те нумайрах апат çиме пуçлаççĕ. Вĕсем хĕл каçма хатĕленеççĕ, мăтăрланаççĕ, çу хываççĕ. Юпа е чӳк уйăхĕсенче, юр çăвас умĕн, хайьсен йăвисене кĕрсе вырраççĕ. Кашни чĕрĕп пĕччен çывăрать. Йăвисене малтанах тункатасемпе йывăç тымарĕсем айне çулçăсем сарса хатĕрлеççĕ. Чăмăртанса пĕ вăранмасăр çуркуннечченех канлĕн çывăраççĕ.

Яш чĕрĕп

Çуркунне, çĕр пăтак ăшăнсан, чĕрĕп ыйхинчен вăранать, тӳрех апат шырама пуçлать Хĕл каçнă вăхăталла вăл питĕ начарланса юлать. Çуркуннехи кĕске каçсем чĕрĕпе апат шарама çитмеççĕ. Çавăнпа та вĕсем çак вăхăтра ирхине те йывăç çалçисене чăштăртаттарса çӳренине курма пулать. Патнерех пырсан чĕрĕ утма е чупма пăрахать, чăрмантарнăшăн мăшлатса, чашкăрса вăрçать. Чĕрĕп çуркунне кĕске вăхăтрах самăрланать, вăланать, хăйне валли мăшăр шырама пуçлать. Чĕрĕ аçине мăшă тупма çăмăл мар. Чĕрĕп ами мăшăрне 5-6 аçаран пĕне суйласа илет. Çак вăхăтра чĕреп аçисем хушшинче харкашусем, тутăçусем пулса иртеççĕ. Çĕнĕ мăшăр хăйне валли типĕ çулçăсемпе курăксенчен цăва çавăрать Амăшĕ çурхахĕнче вăтамрам 5-7 çура çичĕ эрне хушши аталанать. Анчах Çăвăрланă чĕрĕп çурисем пĕчĕк. Вĕсен тăршшĕ 5-6 сантиметр, йывăрăшĕ 16-20 грамм пулать. Малтанах çурасем илтмеççĕ, курмаççĕ, шăлĕсем çӳк, кĕлетки çемçе те шырă йĕпсемпе витĕннĕ. Пĕр талăк иртсен, çакăн пек йĕпсем хура тĕслĕ хытă йĕпсемпе алшăнса пуçлаççĕ. Икĕ эрнерен иртнĕ чĕрĕп çурисен çурăмĕ яланлăхах хытă та шĕвĕр вĕçлĕ йĕпсемпе хупланать Çак хăхăтра çамрăкчĕрĕпĕ куçĕ уçăнать, шăлĕсемпе çăмĕ шăтма тытăнаççĕ. Çурасем выляма вĕренеççĕ, нăйкăма тата мăшлатма пуçлаççĕ, йăвинчен ирĕке тухаççĕ.


Амăшĕ хăйĕн çурисене пĕчченех пăхать. Вĕсен ашшĕ çурасем çуралсанах çемйинчен уйрăлать. Малтанхи пĕр уйăх чĕрĕп ами çуррисене сĕпе тăрантарать, кайран чĕрĕ апат çиме вĕрентет, хăйпе пĕрле илсе çӳреме пуçланать. Кĕркунне чĕрĕп çурисем амăшĕнчен уйрăлса пĕчченшерĕн пурăнма пуçлаççĕ. Çулталăкран чĕрĕп çурсем çитĕнсе çитсе хăйсем ĕрчеме тытăнаççĕ.

[тӳрлет] Тăшмансем

Чĕрĕп йĕплĕ тирпе витĕннĕ пулсан та, унăн тăшманĕсем сахал мар. Чĕрĕсен пĕчĕк тăшманĕсем - сăвăссем. Вĕсем йĕпсем тăрăх чĕрĕпĕн ӳче патне çитеççĕ, юнне ĕçеççĕ. Чĕрĕпĕн пысăк тăшманĕсем - ӳхĕ тата ытти тăманасем. Çакнашкал çăкăн кайăксем чĕрĕп йĕпписенчен хăрамаççĕ, сăмсисемпе, вăрăм чĕрнисемпе чĕрĕп тирне тăпăлтараççĕ. Чĕрĕп тем пек хытă чăмăртансан та, унăн ури вĕçĕсем йĕпписемпе витĕнмесĕр юлаççĕ. Çакна хăшпĕр тилĕсем, пурăшсем пĕлеççĕ. Вĕсем чĕрĕпе çурăмĕ çине çавăрса хума хăтланаççĕ, май килсен, урисенчен çиме пуçлаççĕ. Чĕрĕпсем вăрамсенче, уй-хирсенче, сад пахчисемнче машина кустăми е трактор гусеницы айна пулса вилне те сахал мар. Чĕрĕп ытти чĕрчунсенчен хăвăртрах алла хăнăхать. Анчах та килте усрасан тĕрлĕрен апат çитменнипе вă часах вилет. Чĕрĕп тĕрлĕрен сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе шăшисене çисе вăмансене, уй-серсене, пахчасене пысăк усă кӳрет. Вĕсен усси çутçанталăка сăтăр тунинчен нумайрах. Çавăнпа та чĕрĕпсене сыхламалла, ĕрчеме пулăшалла.