Чарльз Симони

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чарльз Симони (акăл. Charles Simonyi), — компьютер программисене шутласа кăлараканĕ. 1948 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Будапешт хулинче çуралнă. 2007 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче пиллĕкмĕш космос турисчĕ пулса тăнă, космоса вĕçсе кайнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Шкулта вĕреннĕ чухне компьютер лабораторийĕнче хуралçă пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтран пуçласа программăлас енĕпе кăсăкланма пуçланă, компилекен программăсем çырнă.

1966 çулта Данине куçнă. 1968 çулта АПШна вĕренме кайнă та 1982 çулта АПШ гражданствине илнĕ.

1981-1991 çулсенче Microsoft корпорацинче ĕçленĕ, Microsoft Excel, Multiplan, Word программисене шутласа кăларнă çĕре хутшăннă.

2002 çулхи çурла уйăхĕнче Microsoft-а пăрахса кайса Грег Кичалеспа пĕрле Пало-Альтора Intentional Software Corporation компанине никĕсленĕ.