Челомей Владимир Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Челомей Владимир Николаевич — механикăпа управлени енĕсен совет вăхăтĕнчи асчах, «НПО Машиностроени» никĕслекенĕ, талантлă ертӳçĕ, профессор. 1914 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Седлец (Польша) хулинче çуралнă. 1984 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Ачалăхпе çамрăклăхĕ Полтавăра иртнĕ. 1937 çулта Кейӳ авиаци институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1939 çулта Владимир Николаевич ăслăлăх кандидачĕн дисертацине хӳтĕленĕ. 1940 çулта ăна СССР Ăслăлăх Академи çумĕнчи докторантурăна илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ПуВРД (Пульсурующий Воздушно-Реактивный Двигатель) тăвас ыйтусемпе тăрмашать. ПуВРД — çунатлă ракетăсен тĕп никĕсĕ. Вăрçă вăхатĕнче Владимир Николаевич П.И. Баранов ячĕллĕ Авиаци моторĕсене тăвакан тĕп институтра вăй хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче 51-мĕш завод çумĕнче çĕршывра пĕрремĕш ертсе пымасăр вĕçекен аппаратсем шутласа кăларакан ОКБ никĕсленĕ. 1944 çултанпа Владимир Николаевич ертсе пынипе 10Х, 14, 16Х ПуВР двигательпе вĕçекен çунатлă ракетăсем шутласа тĕпчесе тунă.

1952 çулта профессор ятне тивĕçет. 1961 çулта Н.Е. Бауман ячĕллĕ МПТУ-ра доктор дисертацине хӳтĕлет.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

  • Космос аппарачĕ МП-1 (1961, раштав, 27)
  • Баллистика ракети УР-100;
  • Баллистика ракети УР-200;
  • Баллистика ракети УР-500 (хăпартакан ракета "Протон");
  • Маневрлă космос аппарачĕ "Полет-1" (ИС системи) (1963, юпа, 1);
  • Тĕпчев космос аппарачĕ (УС системи) (1965, раштав, 28);
  • "Протон" тĕпчев космос аппарачĕсем (1965-1968: 4 станци);
  • "Алмаз" космос станцийĕ (каярахпа "Алмаз" никĕсĕсемпе "Салют", "Мир" космос станцийĕсем тунă).

Хисепĕсем[тӳрлет]

  • СССР НА Академикĕ (1962);
  • СССР Аслă Канашăн 9-11 чĕнĕвĕсен депутачĕ;
  • Икĕ хут Социализмлă Ӗç Паттăрĕ;
  • Ленин преми лауреачĕ (1959);
  • СССР Патшалăх преми лауреачĕ (1967, 1974, 1982);
  • Пилĕк Ленин орденĕ;
  • Октябрь Революци орденĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]