Чернов Фёдор Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чернов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фёдор Николаевич Чернов
Çуралнă вăхăт 1918çул, çĕртмен 26-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Асанкасси ялĕ
Комсомольски районĕ РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1976 çул, раштавăн 19-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Çĕмĕрле хули Раççей
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1963
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ «Хăюлăх» медалĕ
Отставкăра
Капитан
Капитан

Чернов Фёдор Николаевич 1-мĕш Беларуç фрончĕн 117 перевçĕсен дивизин 240 перевçĕсен полкĕн танка хирĕçле пăшаллă взвод командирĕ, лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшенче хальхи Комсомольски районĕн Асанкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш. 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1941-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 1942-мĕш çулхи кăрлачра кĕçĕн лейтенантсен шкулне пĕтерсен Калинин фронтне лекет. Кăнтăр-Хвеланăç, 1-мĕш Балтиçум, 1-мĕш Беларуç фрончĕ çапăçать. Витебск патĕнчи çапăçусенче, Белорусипе Польшăна ирĕке кăларнине хутшăнать.

1944-мĕш çулта ВКП(б) ретне кĕрет. Висла юханшывĕ хăйен хастарлăхне уйрăмах кăтартать. 1944-мĕш çулхи утă уйăхен 26-мĕшенче Чернов лейтенант ертсе пыркан взвод (240-мĕш стрелок полкĕн тапăнакан ушкăнта) Казимеж-Дольны (Польша) хули патĕнче Висла урлă каçса тӳрех çапăçăва кĕрет. Взвод тăшманăн 14 контратакине сирсе янă, 2 вут точкине пĕтернĕ. ПТР валли патронсем пĕтсен Чернов взвода стрелоксемпе пĕрле виçĕ хут атакăна çĕклет. Аманнă пулсан та çапăçу хирĕнчен каймасть. Вăрçă хыççăн çарта юлать. 1945-мĕш çулта «Выстрел» курссене пĕтерет. 1963-мĕш çултан капитан Чернов запасра. Çĕмĕрле хулинче ĕçлесе пурăннă. 1976-мĕш çулхи çĕртме уйăхен 12-мĕшĕшче вилнĕ.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕмĕрле хулипе ун ячĕллĕ урам пур. Асăну хăмисем Асанкасси ялĕнче, Çĕмĕрле хулин военкомат çурчĕ çинче вырнаçнă.

Тулаш ӳкерчĕксем
Памятная доска в Шумерле

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]