Чехсем
Википедири материал
Че́хсем (чех Češi) — анăç славян халăхĕ, Чехи патшалăхĕн тĕп халăхĕ. Пур йышĕ 12 млн ытла. Чех чĕлхипе калаçаççĕ.
Халахăн чылай ушкăнĕ Францире, Аслă Британире, АПШ-ра, Словаки-ре, Хорватире, Австрире тата Польшăра пурăнать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăхăн кун-çулĕ
Чехсем Богеми, Морави тата Силеси территоринче VI ĕмĕрте пурăннă славян йăхĕсенчен пулса кайнă. Пĕрремĕш славян Само патшалăхĕ (ăна 622 çулта никĕсленĕ) хальхи Морави территоринче вырнаçнă пулнă. Халап йĕрĕпе, чех халăхĕ хăйĕн халăхне Ржип тăвĕ çине илсе çитернĕ халаплă Чехран пуçланса кайнă.
[тӳрлет] Паллă чехсем
[тӳрлет] Историри ĕçтĕшĕсем
Чи паллă чех патши — Карл IV, вăл çаплах Таса Рим империн астулĕнче ларнă. Урăх паллă çынсенчен Çĕнетӳ ĕçченне Ян Гуса тата педагог-гуманиста Ян Амос Каменскине асăнмалла.
[тӳрлет] Ӳнерлĕх ĕçтĕшĕсем
Чехсем хушшинче тĕнче ӳнерлĕх шайĕнчи ăста чылай. Ярослав Сейферт сăвăçă Нобель литература парнине тивĕç пулать. Чех халăхĕ шутне Бедржих Сметана тата Антонин Дворжак композиторсем, Альфонс Муха ӳнерçĕ, кинорежиссёр Милош Форман кĕрет.
[тӳрлет] Спортсменсем
Чехи Республики — хоккей патшалăхĕ. Паллă хоккеисчĕсем — Доминик Гашек тата Яромир Ягр. Çаплах паллă спортсмен-чехсем теннисистсем: Иван Лендл тата Мартина Навратилова; çăмă атлет Эмиль Затопек; футболистсем Йозеф Масопуст тата Павел Недвед.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |