Чикансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чикансем — чикан йăли-йĕркипе пурăнакан 80 тĕрлĕ ушкăнĕран тăракан халăх. Хăш-пĕр пайĕсем, пысăккисем, хăйсене уйрăм ятпа калаççĕ — рома, синти, мугат, калос, лом. Ку халăхсене пĕр ят парас шухăш пур, çăпах та хальлĕхе ун пек ят çирĕпленмен. Юлашки вăхăтра Romanies, «ромо евĕр» терминпа чылай усă кураççĕ.

Британсем яланхиллех вĕсене Gypsies (Egyptians — «икĕпатсем»), испансемGitanos (ку ят та Egiptanos «икĕпатсем» сăмахран), французсемBohémiens («богемсем», «чехсем»), Gitans (испанла Gitanos сăмаха ватса калани) е Tsiganes, нимĕçсемZigeuner, италисемZingari, голландсемHeidens («тĕне кĕменсем»), венгрсемCigany е Pharao nerek («фараон йăхĕ»), финсемmustalaiset («хура» /хура халăх пĕлтерĕшлĕ/), турккăсемÇingerie, Çingane; израильсем, ивритпаTso’anim (צוענים); болгарсемЦигани тесе палăртаççĕ. Халĕ чылай чĕлхере «рома» (акăл. Roma, чех Romové, финн. romanit тата ытти те) ятпа усă кураççĕ.

Халĕ чикансем Европăн, Мал тата Кăнтăр Ази, çаплах Çурçĕр Африкăн, Çурçĕрпе Кăнтăр Америка çĕршывĕсенче тата Австралире пурăнаççĕ. Пур йышĕпе 2,5 млн çынран пуçласа 8 млн е 10-12 млн яхăн. СССРта 175,3 пин (1970)чикан. Раççейре 183 пин çын, хастар чикансем шутланипе — миллиона яхăн.

Наци символики[тӳрлет]

Чикан ялавĕ

1971 çулхи ака, 8 Лондонра Пĕтĕм тĕнче чикан конгресĕ пĕрремĕш хут пуçтарăннă. Çакăнта чикансем хăйсене пĕрлĕхлĕ çĕрсĕр-шывсăр халăх вырăнне хурса наци символĕсене йышăннă: ялавпа гимна çирĕплетнĕ. Герб вырăнне чикансем урапа кустăрми, такан, картăсен колодине кăтартаççĕ. Çак паллăсемпе чикансем хаçатсене, журналсене тата сайтсене илемлетеççĕ.

Пĕрремĕш Пĕтĕм тĕнче чикан конгресĕ ирттернĕ куна — ака, 8Чикан кунĕ тесе палăртнă. Çак кун каçхине чикансем чĕртнĕ çуртапа урама тухаççĕ.

Халăх историйĕ[тӳрлет]

Чикан хĕрĕ. Чехи. 2005

Мал тапхăрĕ (VI - XV ĕмĕрсем)[тӳрлет]

Лингвистикăпа генетика тĕпчев ĕçĕсем майĕпе, чикансем Индирен VI ĕмĕрте 1000 çын йышлан тухнă.

Чикансем Анăç Европăра (XV - XX ĕмĕр пуçламăшĕ)[тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Клеймо.jpg
Германире усă курнă чикан тăмхи

Чикансем Тухăç Европăра (XV - XX ĕмĕр пуçламăшĕ)[тӳрлет]

XV ĕмĕр пуçламăшĕнче Висантин грексен çĕрĕсенчи чиканĕсем пĕр вырăнта пурăннă е куçса çӳренĕ. Чикансем çаплах Сербире, Албанире, хальхи Румыни тата Венгрире пурăннă. Вĕсем ялсенче е городскими слободками пурăннă, тимĕрпе металсенчен япала туса тупăçланă, йывăçран хатĕр-хĕтĕр ăсталанă, лăпă авнă. Çакăнтах куçса çӳрен чиканĕсем те пурăннă, вĕсем вара цирк пултарулăхĕпе ăста пулнă, алла вĕрентнĕ упасене ташлаттарса укçа пуçтарнă.

1442 çулта Венгри патши Жигмонд чикансене тăван çĕре хӳтĕленĕшĕн ясаксенчен хăтарать. Чикансем тупă йĕтрисем, хĕç, ут таврашĕ тата эткерсен латисене туса панă.

Балкана мăсăльмансем çĕнсе илсен, ал ăстисем кунтах юлнă, хĕç-пăшал та туса хатĕрленĕ . Хресчен-чикансем часах турккă çарне пулăшнă, çакă вĕсен хӳтлĕхĕ пулнă. Чикансен чылайăшĕ Болгарине турккăсемпе пĕрле лекнĕ (çавăнпа вырăнти пăхарсем вĕсене ытлах кăмăлламаççĕ).

Чикан чĕлхи[тӳрлет]

Чикан музыканчĕ туйă вăййнче. Брно

Чикан чĕлхи инди-европа çемйин инди-ари ушкăнне кĕрет, тĕрлĕ диалектлă. СССР çĕрĕсенче 1930-мĕш çулсенче чикан чĕлхин литература виçи вырăс чиканĕсен диалекчĕ пулса тăрать.

Чикан этеплĕхĕ[тӳрлет]

Чикан этносен «мăн» ушкăнĕсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  1. Бессонов Н., Деметер Н., Кутенков В. История цыган: новый взгляд. — Воронеж, 2000. ISBN 5-89981-180-3 Две главы из этой книги
  2. Герман А.В. Библиография о цыганах. Указатель книг и статей с 1780 по1930 гг. — М.: 1930.
  3. Pott А. Г., Die Zigeuner in Europa und Asien, Bd 1-2, Lpz., 1964
  4. Mikiosich F., Über die Mundarten und die Wanderungen der Zigeuner Europas, W., 1872-80
  5. A catalogue of the Gypsy books collected by R. A. Scott Macfie, Liverpool, 1936
  6. Voux de Foletier F. de, Mille ans d’histoire des Tsiganes, [P., 1970]
  7. Black G. F., A Gypsy bibliography. Ann Arbor (Michigan), 1971
  8. Catalogue of the Romany collection formed by Me Grigor Phillips D. U., Edinburgh, 1962.
  9. «Journal of the Gypsy lore Society», old series, 1888-92, v. 1-3, new series, 1907—1916, v. 1-9, third series, Edinburgh, 1922-, v. 1-; «Etudes Tsigines», P., 1955-; «Roma», Chandigarh, 1974-, v. 1-.
  10. Кенрик Д., Паксон Г. Цыгане под свастикой. — М.: 2001.

Каçăсем[тӳрлет]