Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Светлана Чиркова-Лозовая | |
| Пайăр хыпар | |
|---|---|
| Арлăх: |
хĕрарăм |
| Тулли ят: |
Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая |
| Гражданлăх: | |
| Ăстаçăлăх: | |
| Çуралнă вăхăт: | |
| Çуралнă вырăн: | |
| Тренер(сем): |
Виталий Аркадьев |
| Çӳллĕш: |
168 см |
| Йывăрăш: |
63 кг63 кг |
Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна (1945 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Тупнер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР çур.)- паллă чăваш спортсменĕ, рапирист, икĕ хут Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Тупмалли |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ [тӳрлет]
1950-мĕш çулта амăшĕпе пĕрле вăрçăра юхăннă Эстони хуçалăхне çĕклеме куçса кайнă. Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах кайнă [1]. 7-мĕш классра фехтовани секцине çӳреме тытăннă. 1967-мĕш çулта Эстони чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, каярах тата 6 хутчен çак ята çирĕплетнĕ.
1977-мĕш çултанпа тренер пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те (Эдуард Бер (1975) тата Кирилл Лозовой) фехтованипе енĕпе аталанаççĕ.
Вĕренӳ [тӳрлет]
Таллинри педагогика институчĕ - 1973.
Хутшăннă ăмăртусем, çитĕнĕвĕсем [тӳрлет]
- Икĕ хут олимп чемпионĕ (1968, 1972);
- Тĕнче чемпионĕ: (кĕмел тата йĕс медальсем (1969) , ылтăн (1970-1971).
Чысĕсем [тӳрлет]
- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти - 19672.
- 3-мĕш шайри Шурă Çăлтăр орденĕ - 2006.
- Эстони олимп комитечĕн хисеплĕ пайташĕ.