Чулман Атăл
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Чулман Атăл | |
|---|---|
Пермьри автомбиль кĕперĕ |
|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 1805 çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 507 000 çм² |
| Бассейн | Каспи тинĕсĕ |
| Шыв тăкакĕ | 4100 м³/с (Чистай патĕнче) |
| Шыв пуçламăшĕ | Тури Чулман Атăл сăртлăхĕ |
| Шыв вăрри | Куйбышев шывуаправĕ |
| • Çӳллĕш | 36 м |
| • Координатсем | |
| Юханшыв тайлăкĕ | 0,11 м/çм |
| Вырнаçăвĕ | |
Чулман Атăл бассейнĕ |
|
| Патшалăх | Раççей |
| {{{Çĕлĕк}}} Викиампарта | |
Чулман Атăл, — Атăлăн сулахай юппи. Атăлăн чи пысăк юппи.
Юханшыв тăршшĕ 1 805 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 507 км2. Тури Чулман сăртлăхĕнче юхма пуçлать те Куйбышев шывуправĕн Чулман кӳлмекне юхса кĕрет.
[тӳрлет] Юпписем
Пурĕ юханшыв бассейнĕнче 73 718 юханшыв, вĕсенчен 94,5 % — 10 çухрăмран та пĕчĕкрех юханшывсем. Тĕп юпписем:
- Кăнтар Кельтма;
- Вишера (Колвăпа пĕрле);
- Чусовой (Сылвăпа пĕрле);
- Шур Атăл (Ӗпхӳпе пĕрле)
- Ик;
- Зай;
- Коса
- Обва
[тӳрлет] Атăл е Чулман Атăл
Атăлпа Чулман Атăлăн пысăкăшĕ пĕр пек, анчах та тĕп юханшыв вырăнне Атăла шутлаççĕ. Ку вăл историпе çыхăннă пулăм. Гидрологи уйрăмлăхĕсене пăхсан вара тĕп юханшыв вырăнне Чулман Атал шутланмалла: унăн бассейн лаптăкĕ пысăкрах, вăтамран шыв калăпăшĕ ытларах юхать, тинĕс шайĕнчи вăтамри çӳллĕшĕ пысăкрах. Çапла вара гидрологи уйрăмлăхĕсене тĕпе хурсан Каспи тинĕсне Чулман Атăл юхса кĕрет теме май пур.
|
|
|
|---|---|
| Юпăсем | • Атăл (Хура Атăл, Чулман Атăл) • Тан • Урал • Печора (Уса) • Обь (Иртыш (Ишим, Тобол (Тура)), Кеть, Бия, Катунь) • Енисей (Ангара, Подкаменная Тунгуска, Анат Тунгуска) • Лена (Вилюй (Марха), Алдан (Амга), Олёкма, Витим) • Индигирка • Колыма (Омолон, Мăн Анюй, Кĕçĕн Анюй) • Амур (Шилка (Ингода, Онон), Аргунь, Зея, Бурея) |