Чулхулари Сормово районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сормово районĕЧулхула районĕ. Хулан айлăм пайĕнчи çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çул пуçламăшĕнче районта 174,6 пин çын пурăннă. Халăх йышĕпе хулара пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сормово XVI ĕмĕртен паллă. Вăл вăхăталлах Починкипе Копосово ялĕсене никĕсленĕ. Сормовăна малтан Марьино тенĕ. Халапсем тăрăх кунта Марьйăпа Дарья вăрă-хурахсем алхаснă. Марья ячĕпе çхăннă та пулнă ял ячĕ.

Сормовăна пĕрремеш хут 1542 çулта асăнаççĕ. Хут тăрăх Терентий Шуменёв, Сорома (ку ятран хальхи ят пулса кайнă) ятлăскер Капас Хабальщиков (Капасово ялĕ унăн пулнă) ятлă кӳршĕпе тавлашнă. Тавлашу чикĕ хĕррипе юхакан Халезев (ун хальхи ячĕ — Хальзовка) ятлă юханшыв пирки сиксе тухнă пулнă.

1794 çулта Соромовăра 94 кил пулнă, вĕсенче пурĕ 686 çын пурăннă. 1849 çулта кунта завод никĕсленет (хальхи «Хĕрлĕ Сормово»), ун хыççăн посёлок вăйлă уçме тытăнать. Завод никĕслевçи 1850-мĕш çулта посёлок ятне те улăштарма сĕнет — лайăхрах илтĕнтĕр тесе ăна хальхи Сормово ята парать.

1917 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăна Балахна уесĕн Козино вулăсне кĕртеççĕ. Кăшт вăхăт иртсен Сормово вулăсĕ йĕркеленет.

1922 çулхи утă уйăхĕнче посёлока хула шайне хăпартаççĕ. 1924 çулта Сормово ĕçлĕ районĕ йĕркеленет. 1925 çулта район шутне Копосово ялĕ кĕнĕ. 1928 çулта Сормово Чулхулана кĕме пуçланă.

Пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]