Чӳк уйăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чӳк (уйăх) ҫинчен куҫарнӑ)
Юпа — Чӳк — Раштав
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
    1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30  
Эрне кунĕсен ячĕсене 2006 çул валли кăтартнă

Чӳк сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Чӳк (пĕлтерĕшсем)

Чӳк, — чăваш календарĕн вунпĕрмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «ноябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ чӳк яув ячĕнчен пулса кайнă. Ку уйăхра пĕтĕмпе 30 кун.

Вырăс ноябрь авалхи рим календарĕнчен пулнă. Латин чĕлхинче "novem" тăххăра пĕлтереть. Авалхи рим календарĕнче ку тăххармĕш уйăх пулнă (Пуш уйăхран шутласан).

Авалхи япони календарĕнче ку уйăх Shimo tsuki (霜月) ятлă пулнă.

Славянсем ку уйăха Грудень тенĕ, украинецсемЛистопад, поляксемlistopad, чехсемlistopad, литовецсемlapkritis (шулçă ӳкни куçарăнать, lapas «шулçă», kristi «ӳкме»), болгарсемгрудън, хорватсемStudeni.

Уявсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]