Шăна кайăк йышшисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шăна кайăк евĕрлисем – пĕчĕк кайăксем, вĕсен тăршшĕ 20 сантиметртан иртмест, йывăрăшĕ – 8-30 грамм. Ытларах хурт-кăпшанкăпа апатланаççĕ, çырла çине тапăнни те пулать. Апатне туратсем, çулçăсем тата çĕр çинче шырать. Ку йыша 400 яхăн тĕс кĕрет, пирĕн тăрăхра 4 тĕс тĕл пулать.