Шăршлаккай
| Шăршлаккай | ||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Ăслăлăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
| Латин ячĕ | ||||||||||||
| Conium L. | ||||||||||||
|
Шăршлаккай (лат. Cónium) — икĕ тĕсрен тытăнса тăракан сунчăк йышшисен çемьине кĕрекен, Европăра тата Вăтам тинĕс таврашĕнче (Паталлă шăршлаккай (Conium maculatum)) тата Кăнтăр Африкăра (Бутен евĕрлĕ шăршлаккай (Conium chaerophylloides)) ӳсекен питĕ наркăмăшлă курăк ăрачĕ.
Чи паллă шăршлаккай — паталлă шăршлаккай, икĕ çул ӳсекенн ӳсентăран, 1,5—2,5 метр çӳллĕшне ӳсет, симĕс яка хунавлă, хунавĕн кăкĕнче яланхилле хĕрлĕрех е хĕрлĕ-кăвак паталлă, сарлака çулçăллă. Чечекĕсем пĕчĕк, шурă та кăткăс сунчăклă. Улми пысăках мар, тăрăхла çавра, çăмăллăнах айăккинчен пăчăртаннă икĕ сăрă çурма улмана арканать, аяк пĕрчисем çутăрах. Ӳсентăрана хуçсан, çулçисемпе тымарĕнчен ырă мар шăршă тухать.
[тӳрлет] Кăсăк фактсем
Хăшпĕр çăлкуçсенче çырнипе, çак ӳсентăран сĕткенĕнчен тунă наркăмăшпа Сократа вĕлернĕ[1].
«Доктор Хаус» сериалăн вунçиччĕмĕш серинче пациента çак ӳсентăрнпа наркăмăшланă.
[тӳрлет] Асăрхавсем
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |