Шевченко районĕ (Кейӳ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шевченко районĕКейӳ хулин пайĕ[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Шевченко районне УССР ТĔК йышăннипе 1937 çулта туса хунă. 2001 çулхи юпа уйăхĕнче район çумне Радянпа Ватă Кейӳ районĕсене хушнă.

Район историйĕ Кейӳпе тачă çыхăннă.

Ватă Кейӳ Тăвĕ Патшалăх тĕвĕленĕвĕ пулнă. Çакăнта ĕнтĕ Андрей апостол хĕрес лартнă, кунтах Сăваплă Улатимĕр Тĕне суйланă, хăйĕн Ярослав ывăлĕпе Всеволод мăнукĕн патшалăхĕн никĕсне тĕпленĕ. Шевченко районĕн çĕрĕ авалхи Кейӳ Руçĕн центрĕ шутланнă. Ылтăн Хапха витĕр Богдан Хмельницкий 1648 çулта касак патшалăхне тăвас ĕмĕтпе Софие кайнă. Ун пирки Софи соборĕнче вăл Кейӳ иерархĕпе пĕрле, Сильвестр Косив митрополитпа пĕлтернĕ.

Кунта Тĕп Рада тата Софи (Богдан Хмельницкий) лапамĕ, унта Универсалсем пирки пĕлтернĕ, Павел Скоропадский хетьмана суйланă, Кейӳ Руçĕн, Раççейĕн, Украинăн кун-çулĕпе çыхăннă паллă пулăмсем иртнĕ.

Богдан Хмельницкий лапамĕнче советсене хирĕçле манифестацимпе митингсене чылай çын пуçтарăннă.

Район территоринче тĕнчери 50 патшалăхăн элчелĕхĕ вырнаçнă.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]