Шемеккей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шемеккей — чаплă чăваш паттăрĕ. В.Д.Дмитриев шучĕпе вăл Хусан уесĕнчи Шумăш ялĕнче çуралса ӳснĕ Ефрем Иванович Бородин пулма пултарать. Шемеккей Хусанта Кĕтерне майра патшан тискер палачĕсен аллинче пуçне хунă тесе шутлаççĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Е.И.Бородин Кĕтерне майра патша çарĕнче хĕсметре тăнă. 1774 çулта Оренбург патĕнче вăл майра патша çарĕнчен тарать те Пугачев енне куçать. 1774 çулта Хусан патĕнче шар курнă хыççăн Пугачев çарĕсем Атăлăн сулахай енĕпе анăçалла килеççĕ. Е.И.Бородин вара М.Т.Голев ертсе пыракан çарсем Сĕнтĕрвăрри патне каçать, Пугачев килессе кĕтет.

"Можно полагать, что Бородин, на родном языке общаясь с своими зеляками, готовил чувашское население к встрече Пугачева, призывал чувашей к борьбе против угнетателей", - çырать В.Д.Дмитриев хăйĕн 1993 çулта пичетленсе тухнă "Чувашские исторические предания" кĕнекинче. Шемеккей аслă хресчен вăрçине ертсе пыракан Емельян Пугачева чи йывăр вăхăтра та пăрахса хăварман. Вăл унпе пĕрле Царицин патнелле те чакса кайнă. Юлашкинчен вара Царицинран 40 çухрăмра вăл салтаксем аллине лекет.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]