Ши Лэ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Кайранхи) Чжао Мин-ди ((後)趙明帝)
Хушамат: Ши (石; shí)
Ят: Le (勒, lè)
Храм Ячĕ: Гао-цзу (高祖, gaō zǔ)
Вилнĕ хыççăн Ячĕ: Мин (明, míng),
палăртăвĕ: «уçă»

Ши Лэ(石勒) (274—333) е Шилун, Чжао Мин-ди ((後)趙明帝) — Цзэ çулпуçĕ, Кайранхи Чжао ăруне никĕслекенĕ.

Хуннусенчен тухнă, анчах та ăрачĕпе çыхăну çухатнă. Ачалăхра китайсем патĕнче тарçăра ĕçленĕ. Сыма Тэн ăна тыткăна илсе чура вырăнне Шаньдуне сутнă. Тарнă, çапкаланчăксене хăй тавра пухать те Сыма Ин çарне кĕрет. Вăрçăра Лю Юаньпе паллашать те унăн çывăх çарпуçĕ пулса тăрать. Лю Юань 310 çулта вилсен тепĕр 9 çул Çурçĕр Хань енĕнче Цзиньпе вăрçать. 319 çулта Лю Яопа хирĕçсе каять те хăйне Ван Чжао тесе хурать. 329 çулта Малтанхи Чжао пĕтерсе хурать, 330 çулта хăй çине Кайранхи Чжао император титулне илет.

Малтанхи:
Çук (ăруне палăртман)
Ван/Кайранхи Чжао императорĕ
319-333
Хыççăнхи:
Ши Хун
Малтанхи:
Лю Яо Çурçĕр Ханьрен
Китай императорĕ (çурçĕр/вар)
319-333
Китай императорĕ (Анăç)
329-333

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]