Шортан Ипполит Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шортан Ипполит Иванович (чăн хушамачĕ Иванов), — критик, литература пĕлевçи. 1925 çулхи кăрлачăн 27 Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралнă. 1993 çулхи нарăсăн 4 Шупашкар хулинче вилнĕ.

ССРП ÇП пайташĕ (1973), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1968), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1982).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарти вĕрентекенсен институтĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче, ССКП ТК çумĕнчи аслă парти шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Ачасене вĕрентнĕ, «Коммунизм ялавĕн» редактор çӳмĕ вырăнне йышăннă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, тĕпчен институчĕн литературăпа фольклор пайĕн заведующиĕ пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Я. Ухсай, П. Осипов, П. Хусанкай, В. Алентей тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тĕпченĕ.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Халăх чунĕ» (1972);
  • «Лар-ха, калаçар»;
  • «Петр Осипов» (1983);
  • «Йывăр çĕклем» (1985);
  • тата ыттисем