Шукăль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ШукăльСамар облаçĕн хули, Атăлçи Пăлхарăн авалхи хули.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Хула Атăлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнче, «Самар Луки» наци паркĕн Шукăль тăвăсен айлăмĕсенче вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 55,5 пин çын (2005).

Хула гербĕ[тӳрлет]

Кивĕ герб

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Тольяттипе тата Самар облаçĕн Ставрополь районĕпе юнашар.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Вăл Атăлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Шукăль тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.

1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пӳлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльре çирĕпленсе лараççĕ. Вĕсем пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.

Хула ретне 1952 çулхи нарăс, 21 РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Жигулёвск рабочи посёлокĕнчен туса хураççĕ.

2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă йĕркелӳ — Шукăль хула округĕ — туса хунă. Хула округĕ шутне — Бахилова Поляна, Зольное, Солнечная Поляна, Богатырь тата Ширяево — ялсем кĕнĕ. Çак ялсем 25 çм тăршшĕ Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче Самар лукин çав тери хӳхĕм вырăнĕнче лараççĕ.

Шукăльтен Ат ăлăн сылтăм çыранĕнче, 5 çм турирех, хулана кĕрекен Яблоневый Овраг микрорайон (малтан — хула евĕр посёлок) вырнаçнă.

Шукăль тĕлĕнче XVII ĕмĕртенпе Моркваши тата Отважное ялсем пулнă. 1942 çулта Яблоневый Овраг патĕнче Девон тапхăрĕн нефтьне тупнă. Нефте Самар лукин урăх вырăнĕсенче те тупнă. 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула районĕнче ĕçĕ кĕртнĕ самантра тĕнчере чи пысăк шутланнă В. И. Ленин ячĕллĕ Атăл ГЭС-не (халĕ Шукăль ГЭСĕ) 1957 çулта туса лартнă. 1950—1960 çç. Яблоневый Овраг ялĕнче пысăк цемент заводне ĕçе кĕртнĕ.

Климачĕ[тӳрлет]

  • континенталлă;
  • сивĕ хĕлтен шăрăх çăва çанталăк хăвăрт куçать;
  • пĕр çулта вăтамран — 440 мм нӳрĕк ӳкет;
  • çулти вăтам температура +3,6 °C;
  • кăрлачри вăтам температура −13 °C;
  • утăри вăтам температура +20,3 °C.

Промăçлăхĕ[тӳрлет]

Çĕнтерӳ урамĕн архитектура комплексĕ шутĕнчи Нефть-газ тупăçлакан управлени çурчĕ.
  • Электроэнергетика
  • Нефть кăларакан промăçлăх — халĕ ĕçлемест: нефть управĕсем пĕтнĕ
  • Машинăтăваслăх
  • Çурт-йĕр тăвакан промăçлăхĕ
  • Апат-çимĕç

Паллă çыннисем[тӳрлет]

  • Балахонов Сергей Григорьевич (1952 çур.) — Шукăлен малтанхи пуçлăхĕ.
  • Муравленко Сергей Викторович (1950 çур.) — Патшалăх Думин депутачĕ, Этем пĕрлĕх Ту Ăслăх Академийĕн чăн пайташĕ.
  • Плохов Евгений Михайлович (1947 çур.) — 2000 çултанпа Куйбышев чукун çулĕн ертӳçи.
  • Саитов Олег Элекпаевич — раççей боксёрĕ, Олимп вăййисен чемпионĕ.
  • Свешников Николай Всеволодович (1953 çур.) — Самар облаçĕн промăçлăхĕпе энергетика министрĕ

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]