Шукшин Василий Макарович
Васи́лий Мака́рович Шукши́н (утă, 25 1929, Сростки сали, Бий районĕ, Алтай ен — юпа, 2 1974, Волгоград облаçĕнчи Клетская станици) — совет çыравçи, кинорежиссёр, артист.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Василий Макарович Шукшин 1929 çулти утă, 25 çĕр ĕçтĕш çемйинче çуралнă. Ашшĕне, Макар Леонтьевич Шукшина (1912—-1933) коллективизаци тапхăрĕнче 1933 çулта аресленĕ те персе пăрахнă. Çемйери пĕтĕм ĕç амăшĕ — Мария Сергеевна (хĕр чухне Попова хушаматлă) (1909 - 1979, кăрлач, 17) çине ӳкет. Иккĕмĕш хут качча тухать, хушамачĕ - Куксина. Пурнăçра нушапа тертленнĕ пулин те, ватăлăха çитичченех пурăннă. Йăмăкĕ - Наталья Макаровна Шукшина (1931 çулхи чӳк, 16 - 2005 çулхи утă, 10).
1943 çулта Шукшин Сростки ялĕнчи 7 класла шкултан вĕренсе тухса Бий автомобиль техникумне пĕлӳ пухма кĕрет. Икĕ çул çурă вĕренет, çапах та вĕçлемест. 1945 çулта Сросткине колхозра ĕçлеме таврăнать. Колхозра та чылаях ĕçлемест: 1946 Шукшин тăван кĕтесрен ирĕке тухса каять. 1947—1949 çулсенче Шукшин Союзпроммеханизация тресчĕнче: турбина заводĕнче (Калуга), Улатимĕрти трактор заводĕнче слесарь пулса вăй хурать.
1949 çулта Шукшина Тинĕç Çар флотне хĕсмете илеççĕ. Малтан вăл Балти флотĕнче матрос, хыççăн Хура тинĕс флотĕнче радист. 1953 çулта ăна хырăмлăх çĕрнине пула флотран демобилизацилеççĕ те вара вăл Сросткине таврăнать.
Тăван ялĕнче Василий Макарович экстернла экзамен тытса аттестат илет. Сростки ял çамрăкĕсен шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентӳçи пулса тăрăшать. Пĕр хушă шкул директорĕ пулать.
1954 çулта Шукшин режиссёр уйрăмне ВГИКран 1960 çулта Ромм ăста патĕнче вĕренсе тухать.
1956 çулта Шукшин пĕрремĕш хут кинора сăнарланать: С. Герасимовăн «Тихий Дон» (иккĕмĕш серийĕ) фильмра вăл пĕчĕк эпизодра – çатан хыçĕнче пăхса илекен матроса — вылять. Çакăнтанпа Шукшин-артистăн синематографи шăпи аталанма тытăнать.
ВГИКра вĕреннĕ чух, 1958 çулта Шукшин М. Хуциевăн «Два Фёдора» фильмĕнче хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне вылять, «Смена» журналра хăйĕн пĕрремĕш «Двое на телеге»калавне пичетлет. Хăйĕн диплом ĕçĕнче «Из Лебяжьего сообщают», Шукшин сценарист, режиссёр пулса тĕп рольне вылять.
Шукшинăн пĕрремĕш кĕнеки — «Сельские жители» 1963 çулта «Молодая гвардия» издательствăра çутта тухать. Çав çултах вăл Горький ячĕллĕ киностудинче режиссёр ĕç вырăнне йышăнать. Хăйĕн сценарипе «Живёт такой парень» фильм ӳнерлет. Фильм экрана 1964 çулта тухать, тӳрех куракансене килĕшет, тиркевçĕсем асăрхаççĕ.
1965 çулта Шукшин Степан Разин ертсе пынă халăх пăлхавĕ пирки киносценари çырма пикенет, анчах та СССР Госкомкино сĕнĕве ырласа йышăнмасть. Каярах сценарие «Я пришёл дать вам волю» романра хайлать.
1969 çулта совет синематографинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Василий Шукшина РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнерлĕх ĕçченĕ ятне параççĕ.
Нумай вăхăт Макар Ваççи фильмсенче ĕçленине çыравçă хевтелĕхĕпе пĕрлех туса пынă. Вăл каçсерен пвсăк тетраде чернилпа çырнă.
1973-1974 çулсем Шукшиншăн тупăçупа тулаççĕ. Экран çине унăн ПКФ пĕрремĕш парнине тивĕçнĕ Калина красная (Хĕрлĕ пăлан) фильмĕ тухать. «Характеры» çĕнĕ калавсен пуххине пичетлеççĕ. Большой драма театăрĕнче «Энергичные люди» пьесăна ӳнерлесе лартма Товстоногов режиссёр пуçланă. 1974 çулта Шукшина Сергей Бондарчук çĕнĕ фильма сăнарлама чĕннĕ.
Шукшин Ваççине çамрăкранах хырăмлăх çĕрни асаплантарнă, эрех сыпма пуçласан çав амак хĕрсех пынă.[1]
1974 çулхи юпа, 2 Василий Макарович Шукшин «Они сражались за Родину» фильма ӳкернĕ тапхăрта, «Дунай» теплоход çинче сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять. Пĕрремĕш виллине унăн çывăх тусĕ Георгий Бурков тупать.
Мускавра, Новодевичье çăвине пытарнă. Шукшин ячĕпе Барнаулта урама тата Драма театăрне тивĕçтернĕ. 1976 çултанпа унăн тăван кĕтесĕнче, Сростки ялĕнче Шукшин вулавĕсем ирттереççĕ.
[тӳрлет] Ӳнер тупсăмĕ
Шукшинăн фильмĕсемпе кĕнекисенчи çынĕсем — кашни хăй евĕр характерлĕ, çивĕч чĕлхеллĕ раççей ял ĕçченĕсем. Пĕри, Пашка Колокольников (Живёт такой парень) — ял шофёрĕ, ахаль пурнăçра та «паттăрлăх кăтартма пултарать». Хăшĕсене тĕлĕнтермĕш, «çак тĕнчерен мар» этем («Микроскоп», «Чудик» калавсем) теме пулать, теприсем — тĕрмере ларса тухнисем (Егор Прокудин, Калина красная).
Шукшин хайлавĕсенче раççей ялне тарăн та анлă кăтартнă, унăн пултарулăхĕнче халăх калаçуне, кулленхи пурнăçне питĕ тимлĕ сăнани курăнать, пĕрремĕш вырăна часах кăмăл-туйăм тупсăмĕсене тата этем пĕрлĕхĕн хаклавĕсене тишкерсе тĕпчени тухать («Охота жить», «Космос, нервная система и шмат сала» калавсем).
[тӳрлет] Парнисемпе чысĕсем
[тӳрлет] Çемйи
Пĕрремĕш арăмĕ — Шумская Мария Ивановна;
Иккĕмĕш арăмĕ — Федосеева-Шукшина Лидия Николаевна, артист;
- Хĕрĕсем
- Шукшина Мария Васильевна, артист;
-
- Шукшина Ольга Васильевна, артист.
[тӳрлет] Фильмографи
[тӳрлет] Артист ĕçĕсем
- 1956 — Убийцы
- 1958 — Два Фёдора
- 1959 — Золотой эшелон
- 1960 — Простая история
- 1961 — Алёнка
- 1961 — Когда деревья были большими
- 1961 — Командировка
- 1961 — Мишка, Серёга и я
- 1962 — Мы, двое мужчин
- 1964 — Какое оно, море?
- 1965 — Ваш сын и брат
- 1967 — Журналист
- 1967 — Комиссар
- 1967 — Три дня Виктора Чернышёва
- 1968 — Мужской разговор
- 1968—1971 — Освобождение — маршал Конев
- 1969 — У озера
- 1969 — Эхо далёких снегов
- 1970 — Любовь Яровая
- 1971 — Даурия
- 1972 — Печки-лавочки — Иван Расторгуев
- 1973 — Калина красная — Егор Прокудин
- 1974 — Если хочешь быть счастливым
- 1975 — Они сражались за Родину — Лопахин
- 1975 — Прошу слова
[тӳрлет] Режиссёр ĕçĕсем
- 1964 — Живёт такой парень
- 1965 — Ваш сын и брат
- 1969 — Странные люди
- 1972 — Печки-лавочки
- 1973 — Калина красная
[тӳрлет] Сценарист ĕçĕсем
- 1964 — Живёт такой парень
- 1965 — Ваш сын и брат
- 1969 — Странные люди
- 1971 — Пришёл солдат с фронта
- 1972 — Печки-лавочки
- 1973 — Калина красная
- 1974 — Земляки
- 1977 — Позови меня в даль светлую
[тӳрлет] Библиографи
[тӳрлет] Романсем
- «Любавины»
- «Я пришёл дать вам волю»
[тӳрлет] Пьесăсем
- «До третьих петухов»
- «Точка зрения»
- «Энергичные люди»
- «А поутру они проснулись»
[тӳрлет] Калав пуххисем
[тӳрлет] Парнисемпе чысĕсем
- РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- 1964 — Живёт такой парень (фильм); пĕрремĕш вырăн Пĕтĕмсоюзри кинофестивальте (Ленинград) тата XVI Венецири тĕнче кинофестивалĕнче — «Таса Маркăн ылтăн ăрасланĕ».
- 1969 — Васильевсем ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни — «Ваш сын и брат» фильм
- 1967 — СССР Аслă Канаш Президиумĕн Хушăвĕпе Василий Шукшина Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.
- 1971 — СССР патшалăх парни — С. А. Герасимовăн «У Озера» илемлĕ фильмĕнче вылянăшăн
- 1974 — Калина красная (фильм) — пĕрремĕш парне Пĕтĕм Союзри кинофестивальте
- 1976 — Ленин парни— пур пултарулăхшăн (вилнĕ хыççăн)
[тӳрлет] Шукшин ĕçĕсем тăрăх кинофильмсем
- 1981 — Беседы при ясной луне телеспектакль
- 1988 — Ёлки-палки!
- 2003 — А поутру они проснулись
- 2004 — Шукшинские рассказы (калавсем тăрăх6 теленовелла)
[тӳрлет] Каçăсем
- Всероссийский мемориальный музей-заповедник В.М. Шукшина в селе Сростки Алтайского края
- Биография и фильмография режиссёра Василия Шукшина
- Шукшин Василий Макарович Максим Мошков вулавăшĕнче
- Василий Шукшин на IMDB
- «Памяти Василия Шукшина» — В. Высоцкийĕн юрри
- Василий Шукшинăн тăван енĕ - Сростки сали
| Шукшин Василий Макарович: кинофильмсем |
|---|
| Живёт такой парень (1964) | Ваш сын и брат (1965) | Странные люди (1969) | Печки-лавочки (1972) | Калина красная (1973) |
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>
- Страницы с неработающими файловыми ссылками
- СССР артисчĕсем
- СССР сценарисчĕсем
- РСФСР ӳнерлĕх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Çынсем:Алтай ен
- Утăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- Юпан 2-мĕшĕнче вилнисем
- СССР çыравçисем
- СССР кинорежиссёрĕсем
- 1929 çулта çуралнисем
- XX ĕмĕрти вырăс çыравçисем
- Вырăс совет çыравçисем
- 1974 çулта вилнисем
- Алтай енче çуралнисем