Шуламит Алони

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шуламит Алони (ивр. ‏שולמית אלוני‏‎, 1928 çулхи чӳк уйǎхěн 29 Тель-Авив хулинче çуралнǎ — 2014, кǎрлач уйǎхĕн 24 Кфар-Шмарьягу) — израиль патшалǎх ĕçченĕ, коммуникаци, ǎслǎлǎх тата культура министрĕ (1993—1996).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 çулта 1996 çулчен пĕрремĕш хут Кнесет депутатне суйланнǎ.[1]

Шуламит Алони Польшǎра плат никпа çĕвĕç çемьинче çуралса ӳснĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вǎхăтĕнче ǎна инернат-шкула вĕренме янǎ. Çамрǎкранах вǎл социализм юхăмĕн ĕç-пуçне хутшǎннǎ. Израиль çĕршывĕн ирĕклĕх вǎрçи вǎхǎтĕнче Пальмахра хĕсметре тăнǎ, Кивĕ Иерусалим хцлинчк иордансем патне тыткăна лекнĕ.

Вǎрçǎ вǎçленнĕ хыççǎн вĕрентӳçĕ, таркăнсен ăспаруçи, колумнист пулса ĕçленĕ, радиокăларăмсене ертсе пынǎ.

Вǎл Израильри потребитель пĕрлешĕвне ертсе пынǎ, ун хыççǎн вара РАЦ ятлǎ партие тĕпленĕ. 1991 çулта вĕсем Мерец партипе пĕрлешнĕ.

1970 çулсенче вěсем палестинсемпе килĕшӳ тума тǎрǎшнǎ. Ливан вǎрçи вǎхǎтĕнче (1982) Çывăх Тухăçра Тĕнчери центра уçнǎ.

1992-1993 çулсенче вĕренӳ министрĕ Ицхак Рабинăн правительствине кĕнĕ, анчах та унăн ирĕксĕрех отставкǎна тухма тивнĕ. Çакăн хыççǎн коммуникаци, культура министрĕ пулса ĕçленĕ.

Шуламит Алони 1984 çулта Бруно Крайски преминне, 2002 çулта Израилĕн патшалǎх тата пĕрлĕх премине тивĕçнĕ.

Çǎлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ http://www.knesset.gov.il/mk/eng/mk_eng.asp?mk_individual_id_t=132