Шупашкар
| Шупашкар | |
Хула гербĕ![]() |
|
| Патшалăх: | Раççей |
|---|---|
| Регион: | Чăваш Ен |
| Никĕсленĕ: | 1469 |
| Хула, çултан: | 1781 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 460,2 (2002) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. анлăхĕ: | 56° 04' |
| Геогр. вăрăмлăхĕ: | 47° 10' |
Шупашкар (выр. Чебоксары) — Чăваш Республикин тĕп хули. Шупашкарта пĕтĕмпе 460,2 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх) пурăнать.
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атăл юханшывăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ тата Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ.
Шупашкартан инçех мар хула-спутникĕ Çĕнĕ Шупашкар вырнаçнă. Унта пĕтĕмпе 125 пин çын пурăнать.
Шупашкар кунĕ: çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ.
Шупашкар хулинчен аякрах мар Атăл тăрăх кайсан Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисем вырнаçнă.
Чăваш Енĕн тĕп хули [тӳрлет]
1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 Чăваш автономлă облаçе Чăваш АССРĕ çине куçарнă. Шупашкар Чăваш АССРăн тĕп хули пулса тăнă.
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Тĕплĕнренрех Шупашкар историйĕ статьяна вулăр.
Шупашкар вырăнĕнче малтан тата пăлхарсен Вăта Сăвар хули пулнине çирĕплетсе калаççĕ. Апла пулсан та хулана 1469 çулта никĕсленĕ тесе палăртаççĕ. Ку çулта вырăс летопиçĕ тăрăх хулара ирĕк халăхсене пусмăрлас тесе Иван Рун чарăннă. Хаяр Йăван 1555 çулта вырăнти халăхсене алăра тытса тăрас тесе кунта вырăссен çар хӳтлĕхне çĕклеме хушнă. Хулан хӳтлĕхĕ пулнă. Пăлхавçăсем ăна темиçе хут та çунтарса янă, юлашки хут çунса кайнă хыççăн ăна урăх хăпартман.
Этимологи [тӳрлет]
Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕслени çинчен каланă халап пур.
Хула тытăмĕ [тӳрлет]
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ — Емельянов Николай Иванович.
Вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ — Кудряшов Сергей Владимирович
Климатограмма [тӳрлет]
Çутĕç, ăслăх [тӳрлет]
Вĕренӳ керменĕсем [тӳрлет]
- И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ
- И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ
- Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ
- Чăваш республикинчи вĕренӳ институчĕ
- Шупашкар кооператив институчĕ
Ăслăх-тĕпчев институчĕсем [тӳрлет]
Культура [тӳрлет]
Театăрсем [тӳрлет]
- Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ
- Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕ
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ
- Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Фестивальсем [тӳрлет]
Вулавăшсем [тӳрлет]
Музейсем [тӳрлет]
- Чăваш наци музейĕ Адрес: 5 çурт, Хĕрлĕ лапам.
- Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ
- Сăра музейĕ
- Музей-курав центрĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ.
- Этнографи тата вăрçă мухтавĕн музейĕ, вăхăтлă куравсем.
- Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ. Адрес: 60 çурт, Калинин урамĕ.
- Ӳнер пухăмĕ (Атăл çинче). Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ.
- ЧПӲМ вырăс тата ютçĕр ӳнер уйрамĕ
- В. И. Чапаев музейĕ. Адрес: 46А çурт, Ленин проспекчĕ (Чапаев скверĕ)
- Хальхи ӳнер центрĕ. Адрес: 1/15 çурт, Президент бульварĕ.
- К. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ. Адрес: 20 çурт, Дзержинский урамĕ.
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 8 çурт, Çеçпĕл урамĕ.
- Спиридонов М.С. музей-хваттерĕ. Адрес: 1 çурт, Спиридонов урамĕ.
- Халăх пултарулăх çурчĕ. Адрес: 32 çурт, К.Маркс урамĕ.
- Этеплех-курав центрĕ "Асамат кĕперĕ". Адрес: 4А-1 çурт, Эльмень урамĕ
- Ӳнер пухăмĕ «Акварель. Адрес: 6Б çурт, Сверчков урамĕ.
- Вăрман республика музейĕ. Адрес: 10 çурт, Вăрман паççулки.
- Геологи музейĕ. Адрес: 12 çурт, Ехрем купса бульварĕ.
- В. И. Чапаев ячĕллĕ ĕ/п музейĕ. Адрес: 7Д сурт, Промышленная-КАР.
- Чăваш Ен милицин кун-çулĕ. Адрес: 3 çурт, Энгельс урамĕ.
- Пушар техникин куравĕ. Адрес: 37 çурт, К.Маркс урамĕ.
Скверсем, парксем [тӳрлет]
Шупашкар XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăçсем нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулчен пачах та урамсене хитрелетмен.
Тӳрĕмсем:
Парксем:
- «Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркĕ ;
- Этнографи паркĕ;
- Н.К. Крупская ячĕллĕ парк
- Ача паркĕ
- «Шупашкар:500 çул» культурăпа кану паркĕ
- А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ
- «Çĕнтерӳ» паркĕ;
Скверсем:
- К. В. Иванов ячĕллĕ сквер
- В.И. Чапаев ячĕллĕ сквер
- Республика лапамĕнчи сквер;
- И. Я. Яковлев ячĕллĕ сквер;
- «Гузовской культурăсем» çут çанталăк палăкĕ.
Шыв айĕнче юлнă [тӳрлет]
Чыслă граждансем [тӳрлет]
- Давыдов-Анатри Василий Иванович — сăвăç.
- Егорова Валентина Михайловна — спортсмен.
- Юрьев Элли Михайлович — графика енĕпе ӳкерçĕ.
- Николаев Андриян Григорьевич — космонавт.
- Николаева Елена Николаевна - спортсмен.
Тăванлă хуласем [тӳрлет]
Шупашкарăн 3 тăванлă хула:
Çавăн пекех [тӳрлет]
Асăрхавсем [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Шупашкар Викиампарта? |
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Енĕн географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
