Шупашкар районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкар районĕ

Шупашкар районне 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă. Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Хĕвелтухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, хĕвеланăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. район лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăма танлашать. Ку вăл республикăн пĕтĕм лаптăкĕн 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула тĕслĕ посёлокĕнче вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.

Çутçанталăк[тӳрлет]

Ункă юханшыв тавралăхĕ

Шупашкар районĕ Чăваш плато çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метр таран çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикатлă кирпĕч тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.

Шупашкар районĕн климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла юр-çумăр çавать (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче).

Районти чи пысăк юханшывАтăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.

Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăççисем ытларах тĕл пулаççĕ.

Халăх йышлăхĕ[тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен 59, 3 пинĕ çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Вăтамран халăх çăралăхĕпе 1 тăвăткал çухрăм çине 43 çын пурăнать. Районта 5 хула йышши пурăнмалли вырăн ларать: 2 хула (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар), 3 хула йышши поселок (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Çĕнĕ Лапсар тата Кӳкеç).

Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.

Районти ял тăрăхĕсем[тӳрлет]

Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:

Хуçалăх[тӳрлет]

Пысăк промышленность тĕпĕсем патне çывăх пулнăран районта хула çумĕнчи ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт, çу, çăмарта туса илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăш пайне (76%) сухаланă.

Паллă çыннисем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]