Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕ
250px
Пĕрлехи хыпарсем
Иртернĕ вăхăт 2009-па
Иртернĕ вырăн РФ, Шупашкар
Фестиваль жюри
Жюри председателĕ Карен Шахназаров
 < 2016, çу2017, ҫу, 22-27 > 

Шупашкар тĕнче кинофестивалĕ — Чăваш Республикин тĕп хулинче — Шупашкарта 2009 çулхи çĕртмен 1 —6 иртнĕ фильм фестивалĕ.

Фестиваль президенчĕ — Карен Шахназаров. Пултарулăх ертӳçи — Вячеслав Шмыров.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2003 çулта Шупашкарта пĕрремĕш хут Ю. Н. Озеров ячĕллĕ вăрçă киновĕн фестивалĕ иртнĕ.

2004 çулта çак фестивале Шупашкар, Саранск тата Йошкар-Ола хуласенче иртернĕ. Шупашкарта жюрин хисеплĕ председателĕ республика президенчĕ Н. В. Фёдоров тивĕçнĕ, çплах жюри йышне Чăваш Республикин культура тата МИХ ĕçченĕсем кĕнĕ.

Каярах фестиваль урăх хуласенче вырăн тупнă, Шупашкарта вара 2008 çулчен «Вăрçă кино фестивалĕн ахрăмĕ» мероприятие иртернĕ. Çак мероприятин формачĕпе вăрçă тематикипе фильмсене кăтартнă. 2008 çулта Шупашкарта кинофестиваль хăнасене пуçтарать, вăл ĕнтĕ Озеров ячĕллĕ фестивалĕн эстафетине йышăнать — çапла фестиваль 2008 çулта патриотика киновĕн «На волжском рубеже» ячĕпе таврăнать.

Шупашкарти Тĕнчери кинофестиваль — 2009[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çулта Чăваш Республикин правительстви фестивале кулленех тăвас тенĕ. Раççей Федерацин культура министерстви, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕ, Киноконцерн «Мосфильм» унитари федерацин патшалăх предпрятийĕ тата ООО «Кинопроцесс» продюсер центрĕ кинофестивалĕн йĕркелевçисем пулса тăнă. Фестиваль 2009 çулхи çĕртмен 1 – 6-мĕшĕсенче халăха ӳнер ĕçесемпе илентернĕ. Фестиваль президенчĕ — Карен Шахназаров. Илемлĕ пултарулăх ертӳçи — Вячеслав Шмыров.


Çĕнтерӳçсен парнисем — «Анне» бронзă статуэткисем — Шупашкарти Анне монуменчĕн пĕчĕклетнĕ кописем.

2000 çулта фестивальте «Россия 88» фильм çĕнтернĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • илемлĕ фильмсем
  • документлă фильмсем
  • ача-пăча тата яш-кĕрĕм фильмĕсем
  • çаплах киноретроспектива

Парнесем, номинацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фестивальре «Россия 88» фильм çĕнтернĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]