Шур кăмпа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шурӑ кӑмпа (ҫавӑн пекех кӗскетет: шурӑ), е борик (лат. Boletus eddlis), - Боровик йӑхӗнчи кӑмпа. Ятне хывӑх каснӑ чечеке улӑштармасӑр хӑварас ҫуккине кӑтартать. Пур ҫӗрте те тӗл пулать, анлӑ сарӑлнӑ; тӗрлӗ формӑсемпе сӑрӑсем тӗрлӗрен. Ҫиме юрӑхлӑ кӑмпа пирки йӑлана кӗнӗ пекех хисеплеҫҫӗ.

Шур кăмпа
Шур кăмпа
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Уйрăм: Базидиомицетсем
Класс: Агарикомицетсем
Кĕçĕн класс: Agaricomycetidae
Йĕркелĕх: Болетовлисем
Йыш: Болетовлисем
Ăрат: Шурă кăмпа
Тĕс: Шур кăмпа
Латинла çырни
Boletus edulis Bull., 1782
Синонимсем:
  • Leccinum edule (Bull.) Gray 1821
  • Dictyopus edulis (Bull.) Forq. 1890

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем

Шаблон:Taxobox ITIS

NCBI 36056

Сăнлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шелепкин сарлакăшĕ 7—30 см (хăш чух 50 см) çитет, çурма çаврашкаллă. Çийĕ яка е кăшт кăтăркаллă, типĕ çанталăкра çуркаланма пултарать. Йĕпе çанталăкра вăл кăштах йĕлмакаланать, типĕ çанталăкра çутатса тăрать. Кăмпа тĕксĕм хĕрлĕ тĕсрен пуçласа тĕксĕм шурă таранах пулать, ватăлнăçем тĕттĕмленсе пырать. Çавăн пекех сарăрах кăмпасем те тĕл пулаççĕ, хăш чух кăмпа тĕсĕ пĕр пек мар - тăтăшах шĕлепке хĕррипе шурă е сарă çаврашкасем пулма пултараççĕ. Шур кăмпа шлепкин тирне сÿсе илме çук[1].

Кăмпа шалтан хытă, тачка, тĕсĕпе çамрăкрах чухне шурă пулать, кăмпи ватăлнăçем тĕсĕ саралса пырать. Анчах та каснă тĕлте тĕсне улăштармасть. Тути çемçе, уйрăмах пĕçернĕ чухне е типĕтме хунă вырăнта тутлă шăршă кĕрет.

Туни 8—25 см çÿллĕш пулать, унăн диаметрĕ 10 см çитме пултарать. Кÿлепипе пичкене аса илтерет, çитĕннĕçем тăсăлать, варри тĕлĕ е сарăлать, е пĕрĕнет, Кăмпа тунин тĕпĕ ытларах чухне сарлакипех юлать. Кăмпа тунин тĕсĕ шурă, хăмăр е хĕрлĕрех пулма пултарать, хăш чухне шĕлепкепе туни пĕр тĕслĕрех пулаççĕ, çапах туни кăшт шупкарах пулать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]