Шыв кутори

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шыв кутори — пĕчĕк каюра йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлеткин тăршшĕ 10 см яхăн. Пурнăçĕ ку чĕр чунăн шывпа çыхăннă. Пуçĕ йăпарăнни пекрех. Шывра пурнать пулсан та, ури шыв куторин çурхахсăр.Апатне шывра шырать, йытпуллисемпе, пĕчĕк шапасемпе, хурт-кăпшанкăпа тăранать. Вĕт пулăсемпе ăмансене тиркемест. Хĕлле куторан ыйхи кĕске. Хĕлле шăнса е выçса вилмесен - çуркунне хăвăртрах ĕрчеме васкаççĕ. Çу каçа 2-3 хутчен çăвăрлама ĕлкĕреççĕ.