Экстент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Экстент (акăл. extent, вăрăмăш) — хăш-пĕр файлсен системинче информаципе ĕçленĕ чухне усă куракан мел, информаци тытăмĕн татăлмасăр вырнаçнă пайĕ. Пĕтĕмĕшле илсен экстентлă файлсен системинчи пысăк файлсем пĕр-пĕринпе тӳрремĕн çыхăнман темиçе экстентран тăраççĕ.

Экстентпа блоксем[тӳрлет]

Чылай файлсен системинче файл «пуçелĕк» (выр. заголовок) евĕр упранать. Пуçелĕкре информаци тытăмĕн пайĕсем хăш вырăнта вырнаçнине кăтартакан кăтартмăшсем вырнаçнă. Ахаль файлсен системинче кăтартмăшсем уйрăм блоксемпе (пĕр операци хушшинче вулама е çырма юрăхлă чи пĕчĕк лаптăк) çеç çыхăнтараççĕ. Хăш-пĕр çĕннисенче вара çыхăну уйрăм блоксемпе мар, экстентсемпе йĕркеленнĕ.

Экстентсемпе çыхăнтарни чылай чухне уйрăм блоксемпе çыхăнтарассинчен лайăхрах. Даннăйсем экстентра пĕр вырăнта, пĕр-пĕрин хыççăн вырнаçни вулавпа çыру хăвăртлăхне ӳстерет, диск уçлăхĕнчи фрагментаци шайĕ пĕчĕкленет. Экстента усă курса вырнаçтарнă файл çавăн пекех сахалтарах вырăн йышăнать.

Экстентăн тĕп çитменлĕхĕ — унашкал системăна тума самай йывăртарах.

Экстентпа ĕçлеме пултаракан чи паллă файлсен системисем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]