Элĕк районĕ
|
||
| Патшалăх | ||
|---|---|---|
| Статус | ||
| Кĕрет | ||
| Тытăмĕ |
12 муниципаллă йĕркеленӳ |
|
| Администраци центрĕ |
Элĕк чиркӳ ялĕ |
|
| Йĕркеленĕ вăхăт | ||
| Район администрацин пуçлăхĕ |
Куликов А.Н |
|
| Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ |
Дубинин В. Х. |
|
| Пурăнан халăх (2010) |
19 020[1] (15-мĕш вырăн |
|
| Йышлăх |
35,1 çын/çм² |
|
| Наци йышĕ |
чăвашсем - 98% |
|
| Лаптăк |
554,1 çм² (18-мĕш вырăн) |
|
| Вăхăт тăрăхĕ | ||
| Телефон кочĕ |
+7 83535 |
|
| Почтă индексĕсем |
429240 |
|
| Официаллă сайт | ||
Элĕк районĕ, — Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк чиркӳ ялĕнче вырнаçнă.
Район администрацин пуçлăхĕ — Куликов А.Н.[2].
Район пуçлăхĕ/ Район депутачĕсен пухăвĕн ертӳçи — Дубинин В. Х.
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Çурçĕр енче район Муркашпа Етĕрне, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар, хĕвелтухăç енче Красноармейски çĕрĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Çĕр лаптăкĕ — 554,1 км2.
Элĕк районĕ Чăваш плато никĕсĕнче ларать, çĕр пичĕ çырма-çатраллă, эрозиллĕ.
Шывлăх [тӳрлет]
Юханшывсем [тӳрлет]
Юханшыв эрешĕнче Сăрăн сылтăм юппи Вылă тата Мăн Çавалăн сулахай юпписем — Хирлеп, Апаçырмапа Сурăм. Шывсен çыранĕсем таткаланчăк, чанкă çыранлă. Çырмасене пур ялта тенĕ пекех пĕвеленĕ, пĕвесенче пулă ĕрчет.
Кӳлĕ, пĕве [тӳрлет]
Тени ял тăрăхĕнче Тени кӳлĕ пур.
Район тытăмĕ, халăх йышĕ, чĕлхе диалекчĕ [тӳрлет]
1999 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ тĕлне районта 22,1 пин çын пурăннă. Ытларах пайĕпе чăвашсем (98%) пурăнаççĕ. Халăх йышлăхĕ — 42,5 çын пĕр 1çм2 çине. Пĕр ялта вăтамран 205 çын пурăнать.
Элĕк чăвашĕсем чăваш чĕлхин "-ке" диалекчĕпе калаçаççĕ.
Ял тăрăхĕсем [тӳрлет]
Район 12 ял тăрăхне пайланать. Пурĕпе район йышне 177 ял (чиркӳллĕ ял (сала), выççăлкă, паççулкă) кĕрет.
Район кун-çулĕ [тӳрлет]
Район территорине кĕрекен ялсем революциччен тĕрлĕ çулсенче Хусан кĕпернипе Чĕмпĕр кĕпернисенчи Етĕрне, Кăрмăш, уесĕнчи Ассакасси, Аттай, Хучаш, Шăмат, Çулавăç, Элĕк, Чăваш Сурăм вулăсĕсене кĕнĕ.
Археологи ĕçĕсем [тӳрлет]
Район çĕрĕнче фатьян тата апаш этеплĕхĕпе çыхăннă авалхи çынсен пурăну вырăнĕсене тупса тĕпченĕ. Археологсем Ураскилт, Тавăт, Тури Вылă ялĕсем патĕнче ĕçленĕ. 1956 çулта Ураскилт çумĕнче икĕ Улăп тăприне, Тавăт патĕнче 3 Улăп тăприне тĕпченĕ.
Çакнашкалах Улăп тăприсем Мартынкасси (Кмакуç), Татмăш (Яшплат), Тури Юлăш (Шуйттан-ту), Йăлкăш (Улăп тăпри), Лупашка (Улăп), Ярхуньушкăнь (Полуй тĕмески), Янкурас, Лупашка, Шураç, Шĕнтреш (Тĕмеске), Прашушкăнь, Ямаш, Урпаш, Какаç патĕнче пурине палăртнă.
Хулашсем [тӳрлет]
Изванка (хула çучĕ) Синер, Шурăмпуç, Мучикасси (кивĕ хула), Урпашри карман çучĕ (хула çучĕ), Пĕчĕк Йăлкăш (хула çучĕ), Тури Хурасан (Карман-ту), Тури Вылă, Ураскилт, Кармал Тени
Элĕк районĕ вăрçă-харçă тапхăрĕнче [тӳрлет]
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче 9115 çын çапăçнă. 4387 ентеш çапăçусенче паттăррăн пуç хунă[3].
Афганистан хирĕçĕвĕнче 145 çын пулнă. Урăх хĕрӳ тапхăрлă çĕрсенче 204 ентеш хутшăннă.
Çутçанталăк [4] [тӳрлет]
Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çуккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать.
Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çилĕллĕ, çăвĕсем ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C.
Вăрмансенче юман, каврăç, вĕрене, хурăн, ăвăс, çăка йывăçĕ ӳсет; çаплах — хыр, çемçе чăрăш, кедр, чăрăш, тирек ешерет. Аял сийĕнче — шĕшкĕ, хăмла çырли тĕми, çĕмĕрт, шăлан. Курăксем: серте, хăях тата урăххисем те.
Экономика [тӳрлет]
Промăçлăх [тӳрлет]
Промăçлăх аталанăвĕ çителĕксĕр, механика юсав предприятисем тата ялхуçалăх пурлăх предприятисем. Район тĕпĕнче тумтир-пушмак çĕлеççĕ, юсаççĕ. Çăкăр-кукăль, кондитер пылакĕсене, улма-çырла упранчăкĕсене пĕçереççĕ, алкогольсăр шĕвек тăваççĕ.
Ял хуçалăхĕ [тӳрлет]
Хуçалăхăн тĕп пайĕ — ял хуçалăхĕ. Çĕр ĕçлев лаптăкĕ 46,6 пин га, çав шутра ана-пусă — 36,1 пин га. Ӳсентăран ĕçлĕхĕнче — тырă, çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх апатне туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕç-пуçĕнче— какай-сĕт вылăх-чĕрлĕхне ӳстересси, утар ĕçлĕхĕ.
Вăрман хуçалăхĕ [тӳрлет]
Районăн вăрманлăхĕ нумаях мар, пур лаптăкĕн 6% яхăн пайĕнче ял хуçалăх тыр-пулне, пахча-çимĕçне акса-лартса илеççĕ.
Банк, финансă ĕçĕсем [тӳрлет]
Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.
Сывлăха упрасси, сиплесси [тӳрлет]
Çыхăну [тӳрлет]
Çутĕç, культура [тӳрлет]
Элĕкре литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, районăн культура керменĕ ырă сунса кĕтеççĕ.
Халĕ районта ... вăтам шкул ачасене пĕлӳ параççĕ.
Ялсенче пĕтĕмпе 7 музей йĕркеленĕ, ... этеплĕх керменĕсем, клубсем ĕçлеççĕ.
Элĕкре районăн Халăх театăрĕ ĕçлет.
Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат эрнере 2 хут тухса тăрать.
Элĕк районĕнче питĕр кинематографисчĕсем илемле фильм ӳкерме килнĕ
Паллă çыннисем [тӳрлет]
Спорт [тӳрлет]
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
- Алтай тăрăхĕнче Элĕк Мăнар пурăну вырăнĕ пур.
- Элĕк - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- Пласкин Г. А., "Элĕксем — Перемышль паттăрĕсем", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
- Тăван Атăл, журнал, "Вăй патăр элĕксем", Шупашкар, №6, 1996.