Элам
Википедири материал
| Элам патшисем |
|---|
| Аван ăрăвĕ |
| Симашки ăрăвĕ |
| Суккаль-мах ăрăвĕ |
| Аншанпа Суз патшисем |
| Çĕнĕ Элам ăрăвĕ |
Элам - историллĕ çĕр тата авалхи патшалăх (пирĕн эрăччен III пинçуллăх — пирĕн эрăччен VI пинçуллăхăн варри).
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
[тӳрлет] Истори
Авал çулсенче Элам тесе айлăмлă, вăтапа тури юхăмĕнче – Перси кӳлмекĕн Тигртан тухăçнелле вырнаçнă тăнăç пайне юхса кĕрекен Карунпа Керхе шывсен лапамне, çаплах çаврари ту районĕсене — Иранăн хальхи Хусистанпа Фарс облаçĕсене — палăртнă. Хăй элам тексчĕсенче çĕршыва Hatamti тенĕ, Hal-tamti – хорми те тĕл пулкалать, тенех, вăл тарăнрах аваллă пулĕ (сăна: элам hal 'çĕршыв').
Пиррĕн эрăччен III пинçуллăхра шумер-аккад хучĕсенчен элам хула-патшалăхĕсем: Шушен (Сузы), Аншан (Анчан), Симашки, Б/Парахсе (каярах Мархаши), Адамдун (Hatamti терминăн шумер хорми, ахăртнех) тата шутсăрах палăрту пулни хыпарлă.
Пирĕн эрăччен II пинçуллăхра Эламăн тытăм пайăрĕсем: Шушен (Шушун) тата Анчан; элам патшисем пĕр улăштармасăр çак хуласене хăйсен титулĕсенче кăтартаççĕ. Шушен – грек çыраканĕсем Сузы тенĕ, Карунпа Керхе хушшинче пирĕн эрăччен IV пинçуллăхри хулашне тарăн тĕпченĕ; Анчан - Фарсри хальхи Ширасран инçех мар Тепе-Мальян хулашĕ.
[тӳрлет] Эламсен тĕнĕ
Эламсен тĕнĕ – политеос тĕсĕллĕ, юнашар Месопотамири тĕнпе чылай пĕр пек.
Пирĕн эрăччен III пинçуллăхра Пиненкир турă амăшĕ (унсăр пуçне 2 турă амăшĕ - Парти тата Киририша) пулнă, тепĕр пин çул иртсен "астула" ар турă Хумпан йышăнать. Паллă пысăк вырăнта Суз хулин этепĕ Иншушинака шутланнă.
Урăх паллă турăсем - Хутран, Мансат, Наххăнти, Нарăнти.
Эламсен ĕненĕвĕпе, кашни турăн çутçанталăкра мăнаç китен аури пулнă, вăл метал е чуллă чару тăмхине куçма пултарнă.
Турăсене чӳкленĕ, вĕсене храмсенче кĕл тунă. Храмĕсене Месопотамири пекех, картлашкаллă пирамидă-зиккурат çине лартнă. Çакăн евĕр зиккурат халĕ те Чога-Замбильре сыхланса юлнă, ăна Унташ-Напириши патша вăхăтĕнче йĕркелесе тунă. Унсăр пуçне, турăсене храм çумĕнчи таса катара (вăрманра) этепленĕ.
[тӳрлет] Элам патшисем
[тӳрлет] Аван ăрăвĕ
[тӳрлет] Симашки ăрăвĕ
Аван патшалăхĕ арканса кайсан тӳрех Элама ур патши Шульги çĕнсе илнĕ. Темиçе вунçуллăх хушши çĕршыва шумер чиновникĕсем тытса тăнă. Шу-Суэн ур патши чухне Симашки элам хулинче Гирнамме патша пулни паллă. Гирнамме несĕлĕ— Энпилухан — Уртан уйрăлса Аван тата Сузы хуласене çĕнсе илет. Энпилухана хăйне шумер çарĕ тыткăна илет, Элам çак тĕле пĕтĕмпех шумер айĕнчен тухать. Ур гарнизонĕсене пур çĕртен те хăваласа яраççĕ, шумерсен вара çĕршывран тухса тарма тивет.
[тӳрлет] Суккăль-мах (Эпарт) ăрăвĕ
Ăрăва никĕслекенĕ - хăш Эпарти – хура халăхран тухнăскер пулнă, çĕршыври влаçа кăнар йĕркипе мар, кĕрешӳре çĕнсе тивĕçнĕ. Эпарти несĕлесем, уйрăмах Шильхаха арăм патша, патша влаçне, Элам патшалăхне чылаях тĕрĕклетеççĕ.
Элам влаçа ун чухне хăй евĕр триумвират тытса пынă. Çĕршыва виçĕ тăрăм пĕр харăс ертсе пынă: 1) Суз суккалĕ, 2) Элам тата Симашки суккалĕ, 3) суккаль-мах. Суккаль-мах çĕршывăн патши шутланать, унăн ĕç вырăнĕ Сузра пулнă. Вăл вилсен элам астулне яланхилле Элампа Симашки суккăлĕ ларнă. Часах çак патшан шăллĕ пулнă. Суз суккăльĕ вырăнне (тĕп хула тăрăмĕ) суккаль-мах хăйĕн аслă ывăлне лартнă. Çапла, Эламра кӳршĕ патшалăхсенчи пек влаç ашшĕнчен ывăлне мар, пиччĕшĕнчен шăллĕне куçса пынă. Суккаль-мах ăрăвĕсен политика кун-çулĕ пирки питĕ сахал хыпар. Элам ун чухне Вавилонипе тата Аккад патшалăхĕпе кĕрешнĕ. Пирĕн эрăччен ХV ĕмĕр пӳсламăшĕнче Суккаль-махсен ăрăвĕн кун-çулĕ ăнсăртран татăлать. Элама касситсем çĕнсе илнĕ теме пулать. Темиçе çĕрçуллăх хыççăн çеç Элам каллех Aншанпа Суз тапхăрĕнче ирĕклĕхе тухать.
[тӳрлет] Аншан тата Суз (Игехалкисемпе Шутруксем) ăрăвĕ
Çак, паллах, элам кун-çулĕнче чи чаплă тапхăр, унтан чылай археологи палăкĕ юлнă, сăмахран, Унташ-Напириш патша вăхăтĕнчи паллă зиккурат Дур-Унташ (халĕ Чога-Замбиль).
Çенĕ элам ăрăвĕ, вырăнти сумлă çынсен уйрăлас кăмăлне пĕтереймест, тĕп влаçа çирĕплетеймест. Пирĕн эрăччен XIII ĕмĕртен пуçласа эламсем çĕрсене сарма тытăнаççĕ. Эламсем Диял юханшыв çинче пысăк çĕре ярса илет, çав шутра Эшнунну хулана (Унташ Напириш патша вăхăтĕнче (астула пирĕн эрăччен 1275 ç. илет). Çак çер витĕр Иран туçинчи Икшывран караван çулĕсем иртнĕ. Эламсен çак çĕнтерӳсене пула Вавилонри кассит ăрăвĕ лакăма кĕрсе ӳкет, вара Элама пурĕпе вавилон влаçĕнчен хăтарăççĕ.
Китен-Хутране патша (астула пирĕн эрăччен 1235 ç. йышăнать) тапхăрĕнче Вавилоние икĕ харçăпа кайнă, Ниппура, кайран Иссина туртса илнĕ. Анчах та элам тăрăмĕн Вавилонире çирĕпленсе вырнаçассине ассири патши Тукультининурта I пăсса хурать, вăл хăй Вавилоние ярса илесшĕн ĕмĕтленнĕ, çав ĕç-пуçра вăл элам патшинчен ăнăçăлларах тупăшлать. Китен Хутрана вилсен Эламри влаçа çĕнĕ ăру – Шутрук-Наххунте патша ятĕнчен тухнă Шутрук ăрăвĕ çĕнсе илет. Çак патша 1160 çулта Вавилон çине çĕнтерӳллĕ харçăпа пырса тухать, хулана пĕтĕмпех тустарать, вĕсенчен пысăк парăм туянать.
[тӳрлет] Вуламалли
- И. М. Дьяконов, ЭЛАМСКИЙ ЯЗЫК. Языки Азии и Африки. Т. III. - М., 1979.
