Эльзас эрехĕсем
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эльзас эрехĕсем - Францири Эльзас енре тунă эрехсем. Эльзас (фр. Alsace) - Францин чи çурçĕр енчи эрехтăвакан енĕ. Рейн юханшывăн сулахай çыранĕнче, çурçĕртен кăнтăралла 113 çухрăма тăсăлнă. Паянхи кунсенче 14 400 гектарта 6 пин ытла хуçалăх иçĕм ӳстерет. Ытларах Эльзасра шурă эрехсене тăваççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Эльзас эрехĕсен классификацийĕ
Эльзасри эрехсем виççĕ апелласьонпа тухаççĕ:
- AOC Alsace e Vin dAlsace ( 1962 çултанпа ) ;
- AOC Alsace Cremant - шампань меслечĕпе тунă чашкă эрехсем ;
- AOC Alsace Grand Cru - чи лайăххи эрехсем.1983 çулта яхăн 50 иçĕм лаптăксем Grand Cru статусĕ илнĕ.
| Grand Cru ячĕ | иçĕм сорчĕсем | Grand Cru ячĕ | иçĕм сорчĕсем | |
|---|---|---|---|---|
| Geisberg | Рислинг | Mandelberg | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | |
| Rangen | Рислинг | Brudertal | Гевюрцтраминер,Рислинг | |
| Kanzlerberg | Рислинг,Гевюрцтраминер | Kirchberg | Мускат,Рислинг | |
| Sporen | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | Sonnenglanz | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | |
| Muenchberg | Рислинг | Spiegel | Гевюрцтраминер,Мускат,Рислинг | |
| Zotzenberg | Гевюрцтраминер,Рислинг,Сильванер | Ollwiller | Рислинг,Гевюрцтраминер |
[тӳрлет] Иçĕм çырла сорчĕсем
- Шурă иçĕмсем:
- "Чаплă иçĕм çырла сорчĕсем": Рислинг, Гевюрцтраминер, Пинă Гри ( Сăрă Пинă ), Пино блан ( Шурă Пинă ),Мускат (Мускат Оттонель тата Вĕтĕ çырлалă Мускат ), Сильванер ( 2001 çултанпа) ;
- "Ӳнер иçĕм çырла сорчĕсем" : Клефнер, Шардоне.
- Хура иçĕмсем : Пинă Нуар ( Хурă Пинă ).
[тӳрлет] Эрех уявсем
- Çурла:
- Гевюрцтраминер уявĕ (Бергем хулинче)
- Эрех ярмăркки (Кольмар хулинче)
- Юпа:
- Иçĕм çырла пуçтарни уявĕ (Бар тата Оберн хуласенче)
- Çамрăк эрех уявĕ (Эгисем хулинче)
[тӳрлет] Паллă эрехтăвакансем
6 пин ытла эрехтăвакансенчен чи пысăк, чи паллă эрехтăвакансем: Domaine Bott-Geyl, Seppi Landman, Domaine Weinbach, Domaine Schoffit, Rene Mure, Domaines Schlumberger, Maison-Trimbach, Eari Albert Boxler, Valentin-Zusslin т.ыт.