Эпи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Эпи, — йывăр çынсене ача çуратма пулăшакан. Эпи карчăкĕ, эпи арăм, эпи аппа. Авал ачасене ытларах мунчара е пӳртре çуратнă. Эпи арăмĕ /карчăкĕ/ çав вăхăтра йывăрланнă арăмпа юнашарах пулнă, çак кунсенче кирлĕ-пĕлнĕ таран ăна пулăшнă. Ача çуралсан кăвапине каснă, хыçне илнĕ. Виçĕ кунран кукамăшĕпе пĕрле ачине çунă, ят хунă. Килти йĕрĕхе чӳк тунă. Христос тĕнне йышăнсан ачана çиччĕмĕш кунра чиркӳре ят хурса тĕне кĕртеççĕ. Эпи карчăкĕ ача çураттарнă, çуратмалли арăмсен хушшинче пысăк хисепре пулнă. Ăна ялтан-яла лашапа илсе çӳренĕ.

Медицина пулăшăвĕ аталанса çитнĕ май вĕсем пурнăçран тухса пĕтнĕ.

Каçăсем[тӳрлет]