Этелĕк
Википедири материал
Этелĕк - пысăкăшпе курак пекрех. Вăрманта пурăнать, сунара уçă вырăна çӳрет, пулăсенчен пуçласа мулкач таранах тытать. Çăмартисем (3-5) сарăрах хăмăр тĕслĕ, хура пăнчăллă. Ами 1 уйăх хушши пусса ларать: пуш уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕ таран. Хăй йăва тумасть, курак-çăхан йăвисене йышăнать. Чĕпписем çурла уйăхĕнче çеç вĕçме пуçлаççĕ. Пуш уйăхĕнче килеççĕ, çурла уйăхĕнче каяççĕ. Чăвашра Сăр тăрăхĕнче тĕл пулкалать. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.
[тӳрлет] Ӳкерчĕксем
|
Aa saker female.jpg
Этелĕк ами |
Sakerfalcon.JPG
Этелĕк, (Англи) |
Этелĕк палăкĕ: Венгри, Татабанья.