Этна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Этна
Этна вулканĕ.

Э́тна (çаплах Muncibeddu (сицилилле) тата Mongibello (италилле; икĕ сăмахĕ те латтин mons (ту) тата арап gibel — çаплах «ту»)) — Сицилин тухăç çыранĕнчи, Мессинăпа Катани хулисенчен инçе мар вырнаçнă чĕрĕ вулкан. Арапла Этна «Вут-хĕм тăвĕ» илтĕнет.

Этнăн тĕп кратерĕ.

Этнăн çулăм пĕрхĕнĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2007 çулхи авăнри пĕрхĕнĕвĕ.

Хăйĕн кун-çулĕпе Этна 200 яхăн чĕрĕлнĕ.

  • пирĕн эрăччен 1226 пĕрремĕш историре Этна пĕрхĕннине асăннă
  • пирĕн эрăччен 475 (Пиндарпа Эсхил каланипе)
  • пирĕн эрăччен 396 пĕрхĕнӳ пулни Катанипе Сиракузăна карфаген тапăнуçсенчен çăлать.
  • пирĕн эрăччен 44 пысăк пĕрхĕнӳ, кĕлĕ Рим çинчи тӳпене хупăрланă (чылаях шур чуллă çуртсене вараланă). Çакна пулапĕтĕм вăтаçĕр регионĕнче Египт тапхăрĕчченех тырпул начар пуçтарнă.
  • 122 Этна çĕр питĕнчен Катани хулине сăтăрнă.
  • 1169 хăват пĕрхĕнӳпе çĕр чĕтренĕвĕ, 15 пин çын пĕтнĕ.
  • 1669 пĕрхĕнӳ çырана çав тери улăштарнă: тинĕс хĕрринчи Урсино карман, шывран 2,5 км ларса юлать. Шăранчăк Катани хула хӳтлĕхне ишĕлтернĕ, 27 пин çын пурăннă çурт-йĕре пĕтернĕ.
  • 1886
  • 1892 Сильвестри тăве пулса тăрать
  • 1910 Борелло паçулкки аран шăранчăкран хăтăлать.
  • 2004 кăнтăр-тухăç енче анлă юхăмлă шăранчăк тухнă, çавра автострадăна пĕтерсе хунă.
  • 2006, авăн — пĕрхĕнӳ.
  • 2007, ака, 30 — пĕрхĕнӳ.
  • 2007 çулхи авăн, 4— каçхи 8 сехетре хăватлă пĕрхĕнӳ пуçланнă
  • 2008 çулхи çу, 10— кăнтăрла иртсен хăватлă сирпĕнӳ пулать, темиçе шăранчăк юхăм вулканăн тухăç енчен анать. Пĕрхĕнӳ 4 сехет тăсăлать те çăвăн 10-мĕш каçĕнче пăчланать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.