Эфесри Артемида чиркĕвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хальхи вăхăтри чиркӳ вырăнĕ

Эфесри Артемида чиркĕвĕ, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен чиркӳ. Пирĕн эрăчен VI ĕмĕрте Эфес (халĕ Турцин Сельчук хули вырăнĕ) хулинче ăна Артемида ячĕпе Лидин юлашки патши Крез туса лартнă. Тепĕр 200 çултан, пирĕн эрăчен 356 çулта, чаплă чиркĕве Эфес çынни Герострат çунтарса янă. Çапла майпа вăл историе кĕрсе юласшăн пулнă, кĕнĕ те.

Каярахпа Александр Македонский ăна çĕнĕрен хăпартнă, анчах та готсем çав-çавах ăна аркатса пĕтернĕ. Халĕ ун вырăнĕнче юсаса лартнă пĕр колонна çеç тарать.

Çак çурт классикăн чи пысăк храмĕ пулса тăнă.