Юрьев Михаил Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михаил Юрьев
Çуралнă чухнехи ят: Юрьев Михаил Иванович
Çуралнă вăхăт: 1910, юпа, 10
Çуралнă вырăн: Етĕрне уесĕ Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1980, çу, 7
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, критик, журналист, тăлмач
Чыславсем: «Хисеп Палли» орденĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968)

Юрьев Михаил Иванович (псевдонимĕ — Нямань), — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă[1][2]

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1968), «Хисеп Палли» орденне тава тивĕçлĕ пулнă. Юрьев Элли Михайлович ашшĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1910 çулхи юпа уйăхĕн 10 Етĕрне уесĕн Çирĕклĕ Шетмĕ (халĕ Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕ) ялĕнче çуралнă. 1980 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шупашкарти тĕп педагогика техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1930 çулсен пуçламăшĕсенче журналист ĕçĕнче тăрăшать: «Пионер сасси» хаçатăн литература ĕçтешĕ, «Çамрăк большевик» хаçатăн редакторĕ, «Чăваш коммуни» хаçатра редактор çумĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн яваплă секретарĕ.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Михаил Юрьевăн темиçе брошюра, чăваш литератури пирки литература критикипе çырнă статьясем тухнă. Чăваш çыравçисем çинчен хыпар кĕнекине хатĕрленĕ. Ăна 1964, 1968, 1975, 1988 çулсенче пичетленĕ.

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Çунатлă хĕр»
  • «Европа чемпионĕ»

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Крысин, П. Пӗрле ӗҫленӗ юлташа асӑнса / П. Крысин // Хыпар. – 2000. – 13 юпа.
  • Крысин, П. Пурнӑҫпа тан утнӑ журналист / П. Крысин // Хыпар. – 2010. – 2 юпа. – С. 5, 11. – (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 9).
  • Юман, А. Е. Асӑмри Нямань, Михаил Иванович : писатель арчинчен / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 1. – С. 133-139.
  • Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 510.
  • Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
  • Юрьев (Нямань) Михаил Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 91.
  • Ялгир, П. Нямань (Юрьев) Михаил Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 79.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]