Юхан шыв

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юханшыв

Юханшыв — çырансен хушшинче юхса тăракан, юхса выртакан шыв. Юханшывсене юханшыв гидрологиĕ тĕпчет.

Кашни юханшывăн çăлкуçĕ, тата ăçта-та пулин юхса кĕнĕ вырăн (кӳлĕ, тинĕс, океан, урăх юханшыв) пур. Океана, тинĕсе е кӳлĕсене юхса кĕрекен юханшывсене тĕп юханшывсем теççĕ, вĕсене юхса кĕрекенсем юпă юханшывсем тесе шутланаççĕ.

Тĕп юханшывсем вĕсене юхсе кĕрекен юпписемпе пĕрле юханшыв системи теççĕ.

Чăвашсен ĕненĕвĕнче[тӳрлет]

Авал вилнĕ çыннăн чунĕ те юханшывран, юханшыв çине тухса вĕçсĕр тĕнче тинĕсĕнчи çăтмаха, леш тĕнчери çылăхсăр çутă вырăна ишсе каять тенĕ. Пĕр юханшыва тепĕр юханшыв çăтса тăнăран, юлашкине тинĕс çăтса янăран леш тĕнчери пурнăçа чăвашсем çăтмах тесе каланă.

Çавна кура кивĕ йĕрĕх хуллисене, пуканесене çурхи юханшыва пăрахнă. Юханшыв вĕсене çăтмаха çитерет тесе шутланă. Юханшыв ку тĕнчерен леш тĕнчене илсе каякан çул шутланнă.

Чи пысăк юханшывсем[тӳрлет]

  1. Нил (6690 çухрăм)
  2. Амазонка (6762 çухрăм)
  3. Янцзы (6380 çухрăм)
  4. Миссисипи Миссурипе пĕрле (6270 çухрăм)
  5. Обь Иртышпа пĕрле (5570 çухрăм)
  6. Амур (4410 çухрăм)
  7. Конго (4380 е 4670 çухрăм)
  8. Хуанхэ (4350 çухрăм)
  9. Лена (4260 çухрăм)
  10. Маккензи (4240 çухрăм)

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]