Яковлев Иван Яковлевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Википедире Яковлев хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.
Иван Яковлев
Якку Йăванĕ
Портрет
Çуралнă чухнехи ят:

Иван Яковлевич Яковлев

Ĕçлев тĕсĕ:

педагог, тăлмач

Çуралнă вăхăт:

1848 çулхи акан 25-мĕшĕ

Çуралнă вырăн:

Кăнна Кушки, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Теччĕ районĕ, Тутарстан)

Гражданлăх:

Раççей

Вилнĕ вăхăт:

1930 çулхи юпан 23-мĕшĕ

Вилнĕ вырăн:

Мускав

Арăм:

Екатерина Алексеевна Бобровникова

Ачасем:

Алексей, Микулай, Лиди

Иван Яковлевич Яковлевчăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1848 çулхи ака уйăхĕн 25 хальхи Тутар Республикине кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр гимназийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, чăваш шкулĕн инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертӳçинче ĕçленĕ. Н.И. Ильминский вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.

Яковлева халалланă палăк

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш наци библиотеки умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, Чĕмпĕрте те пур.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем[тӳрлет]

  • 1856—1860 çç. — Бурундук удель училищинче пĕлӳ пухнă
  • Раштав, 1860 ç. — çу, 1863 ç. — Чĕмпĕр гимназийĕ çумĕнчи çĕр виçев-таксатор класĕнче вĕреннĕ
  • Çу, 1864 ç. — раштав, 1866 ç. — удель ведомствинче хĕсметре тăрать
  • 1868 ç. авăн, 1(13) — Чĕмпĕрти арçын гимназин V класне вĕренме кĕнĕ
  • 1868 ç. юпа, 28 (чӳк, 9) — Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ
  • 1870 ç. çĕртме, 25 (утă, 7) — гимназие вĕçленĕ пирки ылтăн медаль
  • 1870 ç. çурла, 12 (24) — Хусан университечĕн студенчĕ пулса тăрать
  • 1871—1873 çç.- чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать
  • 1875 ç. çĕртме, 17 (29) — Хусан университетĕнче вĕренсе тухнин пĕлтерӳ хутне тивĕçет
  • 1875 ç. çурла, 28 (авăн, 9) — Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ
  • 1877 ç. — Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕп шайне куçарни
  • 1877 ç. авăн, 26 (юпа, 8) — Е. А. Бобровниковăпа пĕрлешнĕ
  • 1878 ç. — тĕп шкул çумĕнче хĕрарăмсен классне уçнă
  • 1890 ç. — Чĕмпĕрти тĕп шкула вĕрентӳçĕсен шкулĕ шайне куçарнă
  • 1901 г. — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн çумĕнче хĕрарăм педагогĕсен курсне уçнă
  • 1917 ç. юпа уйăхĕ — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне вĕрентӳçсен семинарине куçарнă
  • 1922 ç. юпа уйăхĕ — ывăлĕ патне Петрограда пурăнма куçнă
  • 1923 ç., çулла — Мускава пурăнма куçнă
  • 1928 ç. юпа уйăхĕ — Çуралнăранпа 80 çулне тата пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 60 çулне уявланă.
  • 1930 ç. юпа, 23 — Мускавра вилĕме кĕтсе илнĕ, Ваганьково çăвине пытарнă

Раççей империн парнисемпе чинĕсем[тӳрлет]

Тс. Станислав орденĕ 3 ст. 26.12.1878 г.
Тс. Станислав орденĕ 2 ст. 27.12.1887 г.
Тс. Анна орденĕ 3 ст. 15.05.1889 г.
Тс. Анна орденĕ 2 ст. 26.12.1892 г.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕн кун-çулĕ[тӳрлет]

И. Я. Яковлев - çыравçă, тăлмач, кăларавçă[тӳрлет]

Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ. Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.

Чи малтанах И. Я. Яковлев Евангелие чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă. Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.

Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.

И. Я. Яковлевăн çемьи[тӳрлет]

«Çемьере эпĕ арăмра та, хамăн ачасемнче те ăраскал тупрăм»

Арăмĕ[тӳрлет]

1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.

Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

Ачисем[тӳрлет]

1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.

Мăнукĕсем[тӳрлет]

Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.

И. Я. Яковлев ĕçĕсем[тӳрлет]

  • Букварь для чуваш. Хусан, 1872 (1919 çулчен пичетленĕ).
  • О школьном образовании чуваш. «Городской и сельский учитель», 1897, в. 5;
  • Краткий очерк Симбирской учительской школы. Чĕмпĕр, 1908;
  • Детские рассказы, Шупашкар, 1968.
  • Письма. Шупашкар, 1985. — 366 с.
  • Верьте в Россию и любите её. Шупашкар.: Чаваш патуниверситечĕ, 2002. — 308 с.

Фотопухăм[тӳрлет]

Асăнмалăх[тӳрлет]

И. Я. Яковлевăн еткерлĕхне упрама Шупашкарта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнче И. Я. Яковлев институтне йĕркеленĕ.

Музейсем:

Палăксем:

Вуламалли[тӳрлет]

  • Дело его жизни. Сборник научных статей. Издатель — фонд им. Яковлева. Редактор Кириллов И. П. Шупашкар, 2008.
  • Итоги юбилейной научной сессии, посвященной столетию со дня рождения И. Я. Яковлева, «Записки Чувашского н.-и. института языка, литературы и истории», 1949. в. 3;
  • Краснов Н. Г. Иван Яковлевич Яковлев. Жизнь. Деятельность. Педагогические идеи. Очерки. Шупашкар, 1976.
  • Этнопедагогический манифест И. Я. Яковлева. Шупашкар 2003. ISBN 5-86765-253-X
  • Волков Г. Н. Жизнь, смерть и бессмертие патриарха. Шупашкар 2004. ISBN 5-86765-268-8
  • Симбирская чувашская школа. Квартира И. Я. Яковлева. Путеводитель. — Чĕмпĕр: Издательство «Корпорация технологий продвижения», 2003. — 24 с.
  • И.Я.Яковлев Манăн пурнăç. — Мускав: Республика, 1997. — С. 696. — ISBN 5-85438-024-2

Каçăсем[тӳрлет]

И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ Мускав Патриархин журналĕ, 5-1998 Раççейри Библи Пĕрлешĕвĕ